АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социализмла Ĕç Геройĕ ячĕпе – асăну хăми

23 июня 2010 г.

Районта иртекен Республика кунĕ умĕн вырăнсенче те асра юлмалли мероприятисем йĕркелеççĕ. Сăмахран, иртнĕ шăматкун Анат Туçара çуралса ÿснĕ Социализмла Ĕç Геройĕ Илларион Евдокимович Перепелкин çурчĕ çине ачисемпе мăнукĕсем тăрăшнипе асăну хăми уçнă.

Илларион Евдокимович колхоза чăн малтан кĕнисенчен пĕри. 1933-1947 çулсенче уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçлесе палăрнă. Юлашки çулĕнче вĕсем кашни гектартан 31,9 центнер тулă пухса илнĕ, чи кăтартуллисен шутне кĕнĕ. Çакăншăн ăна СССР Аслă Канаш Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн “Социализмла Ĕç Геройĕ” хисеплĕ ят панă. И. Перепелкин – вăрçă участникĕ. Вăхăтĕнче вăл çамрăксене патриотла воспитани парас тесе нумай тăрăшнă.

Асăну хăми уçнă ятпа йĕркеленĕ митинга Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, Анат Туçари шкул-сад директорĕ С. Перепелкин хутшăннă, тухса калаçнă. Паттăрăн мăнукĕ Ю. Перепелкин шкул музейне ял историйĕпе çыхăннă ÿкерчĕк парнеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика