АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕ савăнăçлă уяв ытамĕнче Хапăл турĕç йыхрава

29 июня 2010 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн истори страницине пысăк саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланă халăх уявĕ – Республика кунĕ – çак тапхăрта нумай-нумай паттăр çуратса ÿстернĕ Патăрьел районĕнче кĕрлерĕ. Йыхрава хапăл туса Чăваш çĕр-шывĕнчи районсенчен çеç мар, республика тулашĕнчен те питĕ йышлăн хутшăнчĕç. Çак кун районта Республика Президенчĕ Николай Федоровпа унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ А. Гончаров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев, Чăваш Республикин Культура министрĕ Р. Лизакова, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова, Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ А. Николаев, Чăваш Республикин Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, Республика Президенчĕн советникĕ – “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э. Аблякимов, Раççейри Олимп комитечĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ И. Казиков, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн правлени председателĕн пĕрремĕш çумĕ Б. Листов, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ И. Письменская, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, Раççейри Патшалăх премийĕн лауреачĕ Н. Варлей тата ытти паллă çынсем пулчĕç. Тулли уяв программипе килĕшÿллĕн аслă власть органĕнчи хисеплĕ хăнасем Республика кунĕ ячĕпе хатĕрлесе çитернĕ тĕрлĕрен объекта уçнă çĕре хутшăнчĕç. Пĕрремĕш чыслă мероприяти район центрĕнче тахçантанпах кĕтекен, талăкра 600 кубла метр чухлĕ шыв тасатма пултаракан сооруженипе артезиан çăлĕнчен килекен шыва хальхи хăватлă технологипе тасатакан станцине уçни пулчĕ.

– Çын сывлăхлă пултăр, тĕрлĕ чир-чĕрпе ан асаплантăр тесен, чăн малтанах кашни кун эпир усă куракан шыв пур енлĕ таса, организма юрăхлă пулмалла, çавăнпа та Чăваш Ен Президенчĕн “Таса шыв” программине пурнăçа кĕртсе эпир çын сывлăхĕпе çыхăннă тепĕр ыйтăва та татса патăмăр, – терĕ хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ А. Гончаров район пуçлăхĕпе Н. Глуховпа хĕрлĕ хăйăва каснă май.

Çак кунхине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Ен Президен-чĕсен Указĕсемпе килĕшÿллĕн ят панă Вĕрентекен çулталăкĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул умĕнче учительсене халалланă палăк уçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Педагогсен пархатарлă та ырми-канми ĕçне хак парса лартнă палăк уçнине Республика Президенчĕ ырăпа асăнчĕ.

Малалла Чăваш Ен Президен-чĕ Н. Федоров, район пуçлăхĕ Н. Глухов ытти хăнасем, район инфратытăмĕшăн яваплă ертÿçĕсем РФ Президенчĕн “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн Ленин урамĕнче туса лартнă икĕ çурт умĕнче хĕрлĕ хăюсене касрĕç, ултă ветерана хваттер уççисене пачĕç. Вăрçă терт-нушине 65 çул каялла хыçа хăварнă ватăсем хăйсене патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç.

Çак кунхинех Патăрьелĕнче “Паттăр” çĕнĕ стадион хăйĕн малтанхи спортсменĕсене, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн Патăрьелĕнчи хушма офисĕ пĕрремĕш клиенчĕсене çĕнĕ вырăнта йышăнчĕç. Вĕсене чыслă лару-тăрура уçнă çĕре те халăх йышлă хутшăнчĕ.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем “Хĕвеллĕ” уçланкăра иртрĕç. Аякран та, çывăхран та Республика кунне Патăрьел çĕрĕ çинче паллă тума килнисене Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров саламларĕ, юлашки çулсенчи район çитĕнĕ-вĕсемпе, ырă улшăнăвĕсемпе паллаштарчĕ, паттăр енсем хăйсен ят-чысне çĕре ÿкерменнине каларĕ. Пысăк уяв парнесĕр, тав сăмахĕсĕр иртмест. Республика ертÿçи пысăк та хăтлă, капăр сцена çине ĕç паттăрĕсене, Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне чĕнчĕ. Тивĕçлисене патшалăх наградисем парса чыс турĕ. Уяв ячĕпе пирĕн района автоклуб тата çĕнĕ пушар машини парнелени те кăмăллă.

Çавăн пекех Республика кунне Патăрьелĕнче уявлама пуçтарăннисене РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, Раççейри Патшалăх премийĕн лауреачĕ Н. Варлей саламларĕ, пурне те савăк кăмăл, пурнăçра пысăк хавхалану сунчĕ.

Уявăн тĕп пайĕ хыççăн сцена çинче тĕрлĕ халăх пултарулăх ăстисем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Çак каçхинех район халăхĕ район администрацийĕ умĕнче вырнаçтарнă сцена çинче тĕнчипе паллă, Чăваш Ен, ытти облаçсен артисчĕсен “Авалхи сас” ятпа йĕркеленĕ концертне, “Рефлекс” Раççей эстрада ушкăнĕн юррисене итлесе, ташшисене пăхса савăнчĕç, 23 сехетре вара тÿпенелле çăкленекен капăр салют илемĕпе киленчĕç.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика