АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем чăннипех те маттур

29 июня 2010 г.

Уявра ял хуçалăх производствинче вăй хуракансем те ĕçри, спортри пултарулăхне çав кун хута кайнă Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта кăтартрĕç. Кунта çуллахи ял спорт вăййисем иртрĕç.

Стадиона Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министрĕ А. Николаев, Раççей Олимп комитечĕн вице-президенчĕ И. Казиков, район пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕç. Ун хыççăн пухăннисем юрă-ташă курса киленчĕç. Кайран вара ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем вăй виçрĕç: ĕне сăвакансем, механизаторсем, утă çулакансем кашни районтан килнĕ, çавна май ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç.

Мероприятие хутшăнакан ар-çынсем турник çинче çакăнса пĕр минутра миçе хутчен туртăнма пултарнине кăтартрĕç. Аслă çултисем çамрăксенчен кая мар хускану туни куракансене кăна мар, тÿресене те тĕлĕнтерчĕ. Хĕрарăмсем те çав вăхăтрах выртнă çĕртен миçе хут тăрса ларма пултарнине кăтартрĕç. Унтан чупу çулĕ çине тухрĕç. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕ – 500, черчен пайĕ 300 метрлă дистанцие чупрĕç. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăрах ăмăрту хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ.

Спортра вăй виçнĕ хыççăн доярсемпе механизаторсем, утă çулакансем уйрăлса кайрĕç, малалла хăйсене шаннă ĕçе мĕнле шайра пĕлнине кăтартрĕç.

Дояркăсен ăмăртăвне пирĕн районтан “Труд” кооперативри Т. Сергеевăпа А. Шалтынова хутшăнчĕç. Вĕсем те ыттисемпе пĕр тан ĕне сăвакан аппарата тĕрĕс сÿтсе пуçтарассине вăхăтпа пурнăçларĕç. Пирĕн район хĕрĕсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç.

“Хурçă ут” хуçисем тракторпа ятарлă патаксем тавра çаврăнса çÿрессине, тĕрĕс чарăнассине, гаража кутăн чакарса кĕрсе ларассине вăхăтпа турĕç. Районти “Исток” агрофирмăра тăрăшакан М. Кузьминпа Н. Соловьевăн ĕç опычĕ пысăккине, хăйсем суйласа илнĕ профессие чунтан юратса пурнăçланине тÿресем те хакларĕç.

“Исток” агрофирмăн утă уйĕнче курăк çулакансем вăй виçрĕç. Çава чашлатса пыни илтĕнсе кăна тăчĕ. Шăпăртатса юхакан тар та ăмăртăва хутшăнакансене ĕçлеме чăрмантараймарĕ.

Пăх та кур: тĕрлĕ техника кунта пур

Республика кунне хутшăнакансем çак кунах тĕрлĕ регионтан килнĕ техникăна курса тĕлĕнме пултарчĕç. “Хĕвеллĕ” уçланкăпа юнашарти “Дуслык” хуçалăх çĕрĕ çинче республика шайĕнче йĕркеленĕ “Хир кунĕ-2010” курав иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – инновациллĕ, энергие перекетлекен техникăна ĕçре кăтартасси. Уява республикăран килнĕ хăнасем уçрĕç. Республика Президенчĕ Н. Федоров çĕнĕ йышши “АCROS” комбайнпа тĕплĕнрех паллашрĕ, ăна хускатса та пăхрĕ. Навигатăрлă КамАЗпа та кăсăкланчĕ. Ятарлă прибор удобрени е гербицид ăçта çити сапнине пĕлме май парать иккен. Унтан 20 ял хуçалăх техники, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсемпе тăпрана çемçетекен тата акакан агрегатсем мĕнле ĕçленине сăнарĕç.

Курава 12 регионтан килнĕ 120-е яхăн техника хутшăнчĕ. Хамăрăн тата кÿршĕ, ют çĕршывсенче туса кăларнă трактор-комбайна, кăкарса çÿремелли агрегатсене çынсем чылайччен тĕпчевлĕн пăхрĕç. Хăшĕсене халиччен курманран пушшех те кăсăклă пулчĕ. Кунта пысăк хуçалăхсен хирĕсенче ĕçлекен техникăран пуçласа уйрăм хуçалăхра усă кураканнисем валлиех пур. Трактор е комбайна, агрегатсене туянас кăмăллисем çакăнтах килĕшÿсем те турĕç.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика