29 июня 2010 г.
Район центрне пухăннă халăхшăн курса тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. Пĕчĕк “Арбатра” шкул коллективĕсем хăйсен алă ĕçĕсене тăратнă. Туçари вăтам шкулти А. Глинкина вĕрентекен вĕтĕ шăр-çаран мĕн кăна ăсталама вĕрентмест-ши ачасене; Çăмарта экспоначĕсене Нижневартовскине туянса кайнă. Лайăх-çке. “Патăрьел – 2010” тесе çырнă унта. Апла пулсан район ячĕ тĕнче тăрăх саланатех.
Чăваш тумне тăхăнтартса ăсталанă пуканене вара Раççей Федерацийĕнчи Сывлăх министерствине çитерме сăмах панă. Кружока çÿрекенсенчен А. Мулюкован, К. Быкован, Ш. Воробьеван алли ăста-мĕн.
Пăлапуç Пашьелсем çемçе теттесем, Нăрваш Шăхальсем йывăçран касса тунă япаласем илсе тухнă. Тутар Сăкăчĕпе Çĕньялти шкул ачисем урана тăхăнмалли чешкисем çыхма ăста. Турханта та вĕтĕ шăрçапа илĕртмĕш япаласем хатĕрлеме пĕлеççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула çÿрекенсем ларса канмалли кресло, çуна илсе тухнă курава. Халĕ канвапа тĕрĕ тĕрлесси вăй илсе пырать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çÿрекенсен алă ĕçĕсем те çакна çирĕплетеççĕ. Сăкăтри вăтам шкулта вăрманти чĕр чунсене йывăçран касса кăларассипе ĕçлеççĕ. Чĕррĕн курăнаççĕ вĕсем. Шăнкăртамри иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкул ачисем çыхас ĕçе “кÿлĕннĕ”. Чешкирен пуçласа косынка таранах пур. Анат Туçари пуçламăш шкул-сад та ĕçсем тăратнă курава. Ачасем чечексем тума хăнăхни курăнать.
Пĕр сĕтел патĕнчен тепĕр сĕтел патне пыма кăмăллă. Экспонатсем мĕн тери паха. Мĕн чухлĕ вăхăт ирттернĕ кашнийĕнпе. Пуринчен пахи – çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарни. Кам çĕлеме, тĕрлеме, каскалама, савалама, çыхма вĕренет – малашлăхра пурте кирлĕ.