29 июня 2010 г.
“Хĕвеллĕ” уçланкăри кăçалхи уявра “Солнечная” урамăн хăрах касĕ çĕкленчĕ. Виçшер чÿречеллĕ пÿрт “хуçисем” кашнинех кил картине кĕрсе тухма чĕнеççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Уява. Сĕтел çинче хуплу, шăрттан, тултармăш, кукăль, кăрчама, квас... Вутпа яшка пиçет. Ĕçчен халăх ака-суха хыççăн канать, савăнать. Кашни çурчĕ пĕр-пĕр ял поселенийĕн. Кил картишĕ кашнийĕн ăрасна. Ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан ĕç хатĕрĕсене кăтартасшăн вĕсем. Кзыл Чишма ял поселенийĕнче çăм арлама ăста иккен, тутарсем сурăх халĕ те усраççĕ. Çак ĕç хатĕрĕ кирлех.
Первомайски ял поселенийĕнче пир тĕртнине сăнарланă. Сителти Н. Соколова вĕтĕ шăрçаран чăваш тумне капăрлатать. Хушпу, тухья ăсталать. Вĕсемпе фольклор ансамблĕсене тивĕçтерет. Тикешри “Хĕлхем” юрăпа ташă ушкăнĕ валли те пай кăларнă.
Тăрăн ял поселенийĕ кĕтÿ ачисене “илсе” тухнă. Явса тунă чăпăрккапа пĕрре туртса çапнипех вăрманти чĕр чунсем шалалла тапса сикрĕç.
Нăрваш Шăхаль ял поселени-йĕнчи Ю. Захаров йывăçран чĕр чун кĕлеткисем ăста кăларать. Тепĕр “çĕнĕ” çурт лартма хатĕрленеççĕ Шăхальсем. Алăпа хăма çураканнине те илсе тухнă.
Пăлапуç Пашьелсем ĕлĕкхи вăхăтра ака-суха вĕçленсен сăра юхтарса тунине аса илтереççĕ.
Сăкăтсем утă çулса пуçтараççĕ. Республика Президенчĕ Н. Федоров та çава туптакансене вăй парса хăварнă. Алманчăсем милĕк çыхаççĕ.
Патăрьел ял поселенийĕн ĕçченĕсем пыл юхтарма ăста. Н. Спинова тутлă çимĕçпе килен-каяна сăйлать.
Туçа ял поселенийĕнче çынни те йышлă. Кÿмепе хире утă çулма каякан та, çăм арлакан та, чей валли курăк пухакан та пур. Нÿхрепри уçă сăри кăпăкланса çеç тăрать.
Ыхра Çырми, Çĕнĕ Ахпÿрт, Тутар Сăкăт, Пикшик, Ишлĕ, Шăнкăртам ял поселенийĕсен çурчĕсем тĕрĕ ăшĕнче, Аслă Чемен ял поселенийĕнче чăх-чĕп валли кĕрпе аларманпа авăртса тăваççĕ.
Шăхачсем уява ирçесен тумне çĕленĕ. Çĕнĕлĕхе республикăри Культура министрĕ Р. Лизакова та ырланă.
Ирçе, чăваш, тутар, вырăс наци халăхĕ юнашар лартнă çурчĕсене çĕнĕ урама. Туслăхра вăй пулнине тĕпе хураççĕ вĕсем. Çавăнпа кирек хăш ĕçе те тытса пуçăнма пултараççĕ.
Канчĕ, савăнчĕ
ĕçчен халăх
Çакнашкал шăрăх тахçантанпах пулманччĕ-ха. Анчах вăл инçе çула çывăхлатса килнĕ пĕр юрă-ташă ăстине те хăратаймарĕ. Сцена çинче коллектив хыççăн коллектив улшăнса çеç тăчĕ. Район халăхĕ, хăнасем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕпе киленчĕç, Пĕтĕм Раççейри халăх ăсталăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” XVIII фестивалĕн çĕнтерÿçисен пултарулăхĕпе паллашрĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА.