АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ăмăртусемпе илемлĕ

29 июня 2010 г.

Республика кунĕ спорт прог-раммипе пуян пулчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тата йывăр атлетикăпа туслисем хăйсен ăмăртăвĕсене спорт парачĕ пуçланичченех пикенчĕç. Штанга йăтакансенчен Д. Давыдов, А. Карсаков, В. Леонтьев, М. Камасова, Г. Петрова, А. Пагунов хăйсен виçисенче мала тухрĕç. И. Ишмуратов вара абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ. Сăмах май каласан Илья пĕлтĕр те çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем патĕнче те халăх чылай пухăнчĕ. Çивĕч тупăшусенче çамрăксем хушшинче хăйсен виçисенче М. Хусеинов, Н. Макаров, Р. Тазетдинов, А. Алеев, Ф. Моисеев, хĕрачасенчен Д. Чинкина мала тухрĕç. Аслисенчен А. Лаврентьев, М. Налиба çĕнтерчĕç. А. Алеевпа М. Налиба пĕтĕмĕшле паттăра тухрĕç, такаллă пулчĕç.

Шел пулин те çăмăл атлетсен эстафетине хутшăнакан командăсем сахал пулчĕç: тăватă шкул çеç ăмăртрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем Первомайскипе Туçари вăтам шкулта вĕренекенсене иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна хăварса мала тухрĕç.

Тĕрлĕ дистанцисенче çуран чупассипе П. Поляков, А. Ефимова, А. Егоров, А. Петрова çĕнтерчĕç.

Уява пуçтарăннисене пулас олимпиецсем – пĕчĕк велосипедистсем ăмăртни те кăсăклантарчĕ. 400 метрлă дистанцире Д. Янтыкова çитекенни пулмарĕ.

Велосипед спорчĕн тусĕсем те çанталăк шăрăххине пăхмасăрах начар мар кăтартусем турĕç. А. Матвеев, А. Раськин, П. Лябунов, О. Терентьева, А. Михайлова, И. Ильина хăйсен ушкăнĕсенче мала тухрĕç.

Пукан йăтакансем те кăтартрĕç хăйсен ăсталăхне. Çамрăксем хушшинче И. Чернов, А. Кузнецов, аслисенчен – А. Марков, Б. Головцев çĕнтерчĕç. Раççей спорт мас-терĕ, Нăрваш Шăхаль каччи Борис чăннипех те хăйĕн вăйĕпе тĕлĕнтерчĕ, питĕ çăмăллăн вылянтарчĕ пукансене.

Юлашки çулсенче районта армспорт начар мар аталанать. Алă вăй виçекенсем Раççей шайĕнче те çитĕнÿсем тăваççĕ. Хăйсен виçисенче Ф. Фазуллова, И. Кутузова, Ю. Пыркина, Н. Чернова, А. Галялетдинов, А. Петров, Ф. Моисеев, А. Алеев, Е. Ялуков, А. Якупов, А. Осипов, А. Семенов, Н. Абитов çĕнтерчĕç. Хĕрсем хушшинче Ю. Пыркина, хĕрарăмсенчен Н. Чернова, çамрăксенчен А. Алеев, арçынсенчен Н. Абитов паттăра тухрĕç.

Тутарла-пушкăртла кĕрешекенсенчен абсолютлă паттăр пулассишĕн М. Налибапа Р. Хамбиков кĕрешрĕç. Хисеплĕ ята М. Налиба çĕнсе илчĕ. Марат ирĕклĕ майпа кĕрешессипе те паттăра тухрĕ. Шăнкăртам каччи пĕр кунтах икĕ такаллă пулчĕ. Çамрăксем хушшинче Р. Абянов абсолютлă паттăра тухрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика