АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урхамахсем тăраç тапăртатса...

29 июня 2010 г.

Юланутсен ăмăртăвĕнче “Гавальяр” лашапа Д. Вазлеева 2400 метрлă дистанцире (лаши Шăнкăртамри А. Хамбиковăн) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ĕç лашисем хушшинче И. Галимизянова çитекенни пулмарĕ.

Урхамахсен ăмăртăвĕ чи илемлĕ, чи юратнă курмалли пулăм. Çавăнпах вăл пурне те кăсăклантарать.

Пурĕ 23 урхамах старта тухрĕ. “Хĕвеллĕ” уçланкăн ипподромне хамăр республикăри утсем çеç мар Мари, Тутар республикинчен те хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн парнине В. Краснов “Сахалин” урхамахпа çĕнсе илчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн парнишĕн Чăваш Енте пурăнакансем çеç хутшăнчĕç. Кунта И. Вазюков (“Палач”) палăрчĕ. Лăплантаракан парнесемшĕн А. Пыркин лаша спорчĕн ветеранне асăнса ирттернĕ чупура С. Соловьева (“Пафос”) çĕнтерчĕ. Район пуçлăхĕн парнине И. Галимзянов (“Пульман”) алăран вĕçертмерĕ.

Спорт ăмăртăвĕсенче, тĕрлĕ вăйăра, урхамахсен ăмăртăвĕнче çĕнтернисем парнеллĕ пулчĕç.

“Хĕвеллĕ” уçланкăра тĕрлĕ аттракцион ĕçлерĕ, вăйă вылякансем нумай пулчĕç.

А. КОЗЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика