АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулура – Дружининсен кăтартуллă çемйи

29 июня 2010 г.

Алманчăри ял библиотекинче вăтам шкул çумĕнче йĕркеленĕ ачасен çуллахи кану лагерьне çÿрекенсем Дружининсен кăтартуллă çемйипе тĕл пулнă. Мероприятие çывхарса килекен “Çемье, юрату тата шанăç” кунне халалланă.

Аркадий Андреевичпа Серафима Николаевна çитĕнекен çамрăк ăрупа тĕл пулса калаçма, ачасене пурнăç кăсăклăхĕсемпе, йывăрлăхĕсемпе паллаштарма тивĕçлех. Вĕсем çур ĕмĕр ĕнтĕ çемьере килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ.

Çемье пуçлăхĕ 38 çул ялти шкулта рисовани, черчени, ĕç урокĕсене вĕрентнĕ. Шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ, учительсем ял халăхĕ умĕнче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Вăл яланах обществăлла ĕçре те чи хастаррисенчен пĕри пулнă. Мăшăрĕ вара уншăн пурнăçра пĕрремĕш пулăшакан, ăнланакан çын пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене хисеплесе уяв умĕнхи тĕл пулăва чĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика