АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен савăнăçĕ ан иксĕлтĕр

29 июня 2010 г.

Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкул патне çывхарса пынăçемĕн юрлакан ачасен сасси янăраса илтĕнет. Çирĕм пиллĕкĕн вĕсем. “Туслăх” отряд командирĕ Д. Якупов ачасене стройпа утнă çĕртен ирĕклĕн кайма юрани çинчен пĕлтерет. Çак вăхăта пурте хăнăхнă сывлăха çирĕплетмелли лагере çÿрекенсем. Халĕ вĕсен – апатланмалла. Кăмăлĕсем хаваслă пурин те. Пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех интереслĕ самантсене аса илсе столовăй еннелле утрĕ çи-тĕнекен ăру. Мĕн шухăш вĕсен халь. Çи питĕ, хырăм тутă, хаваслă каникул...

Шкул директорĕ С. Калайбашева та ачасен канăвĕпе кăмăллă:

– Вĕренÿ программи çулран-çул кăткăсланса пырать. Çакнашкал кану ачасене кирлех те. Шкул экзамен йывăрлăхĕсенчен тин çеç “хăтăлчĕ-ха”. Районти ытти ялсенче вĕренекенсем те пĕрлĕхлĕ территори тĕрĕслевсене пирĕн патăрта пачĕç мар-и. Кăçал пирĕн тăххăрмĕш класран 50 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕн алла илнĕ докуменчĕсем çинче “5” паллăсем çеç. Савăнмалла-çке.

Калаçăва сывлăха çирĕплетекен лагере çÿрекен ачасен воспитателĕ С. Якупова малалла тăсрĕ:

– Ачасем канушăн хавас. Ушкăнпа тĕрлĕ мероприяти çеç ирттерместпĕр, ялти илемлĕ вырăнсенче пулатпăр.

Ушкăнпа кино курни, юмахсене сÿтсе явни, тĕрлĕ юрă сăмахĕсене малалла тăсма пĕлни те асра юлатех.

– Тăрăшуллисем вĕренÿре те, канура та палăраççĕ. Пултаруллисене, паллах, призсем кĕтеççĕ. Кану асра юлмалăх пулатех, – сăмах хушать Г. Тазетдинова воспитательница.

Аслă классенче вĕренекенсем вара ĕçпе кану лагерьне çÿрерĕç. Вĕсен ĕçĕпе канăвне Г. Закировăпа Г. Забирова воспитательсем йĕркелесе пычĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика