03 июля 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн хушă-вĕпе наукăн, литературăпа искусствăн паллă 10 деятельне республика пуçлăхĕн патшалăх стипендине параççĕ. Сумлă çынсем хушшинче пирĕн ентеш, Алманчăра çуралса ÿснĕ, Иван Тенюшев профессор та пур.
Иван Яковлевич И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн литература редакцийĕпе стилистика кафедрине ертсе пырать, ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ.
Стипендиатсем уйăхсерен çулталăк тăршшĕпе 2300-шер тенкĕ илсе тăрĕç.