03 июля 2010 г.
Тĕп редактор кунне ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Александр Усов ертсе пычĕ.
Малалла район пуçлăхĕ Николай Глухов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, Республика кунĕнче ĕçе кайнă объектсемпе паллаштарчĕ. Уява хатĕрленсе Патăрьел, вăл шутра “Авангард” хаçат редакцийĕ те капăрланса çĕнелнине тĕп хаçатçăсем хăйсен сăмахĕнче пĕрре мар асăнчĕç.
Мускавран ятарласа килнĕ информаци политикин аталанăвĕн фончĕн вице-президенчĕ Михаил Вяткин, Александр Колесниченко эксперт сĕнĕвĕсем журналистсемшĕн питех те вырăнлă пулчĕç, вĕсем тата республикăри ытти тĕп редакторсем те «Авангард» хаçат редакцийĕ финанс кризисĕ вăхăтĕнче те кирлĕ пек аталанса пынине палăртрĕç.
Чăваш Республикин прокурорĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Альберт Петров граждансен ирĕкĕсемпе тивĕçĕсене çутатассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.
Çĕмĕрле тата Шупашкар районĕсен хаçачĕсем кăçалтан эрнере пĕр хутчен çеç тухаççĕ. Вĕсем халĕ 16 страницăпа кун çути кураççĕ. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ май умри йывăрлăхсемпе вĕсен редакторĕсем – Валентина Хохловăпа Борис Чиндыков паллаштарчĕç. Çавăн пекех Вăрнар район хаçачĕн яваплă секретарĕ Светлана Чикмякова Мускаври пĕр аслă вĕрентÿ заведенийĕнче пĕлÿпе ăсталăха ÿстерекен курсра пулни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Экологи ыйтăвĕ çивĕччисенчен пĕри. Пирĕн районшăн та çавах. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи лару-тăрупа районти тĕп эколог Минигали Ямалетдинов паллаштарчĕ.
Юлашкинчен тĕп редакторсем Патăрьелĕнчи тĕп стадиона, Шăнкăртамри ме-чĕтпе иккĕмĕш вăтам шкула, Патăрье-лĕнчи машинăсене юсакан (СТОА) станцие çитсе курчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
А. КОЗЛОВ.