03 июля 2010 г.
Тутар Сăкăт ял поселенийĕнче çар хĕсметне каякансене чыслă лару-тăрура ăсатасси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Марсель Хасяновпа Илнур Хафизова çывăх тăванĕсем, тус-тантăшĕ, ял-йыш салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнма ырă суннă. Çар ретне тăма юрăхлă пулнă çамрăксене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Хасянов ăшшăн саламланă, ял, район халăхĕн чысне, сумне çÿлте тытса лайăх та ырă ятпа каялла килме ăнăçу суннă, асăнмалăх парнесем панă. Пулас салтаксем тăван çĕр-шывăн шанчăклă хуралçисем пуласса шантарнă, хăйсене çапла чыс тунăшăн тав тунă.