03 июля 2010 г.
Çĕртмен 28-мĕшĕнче районта чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулнă. Унта ял поселени-йĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăх ертÿçисем хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – районта вăрах вăхăт çумăр пулманран “Чрезвычайлă лару-тăру” режимне йышăнасси. Çавăн пекех комиссинче район территоринче пушар тата шыв хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе кирлĕ йышăнусем тумаллине, халăха ĕçмелли тата хуçалăхра усă курмалли шывпа тивĕçтересси пирки те ыйтусем пăхса тухнă. Малтанах комисси председателĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М. Калмыков çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă районти лару-тăрупа паллаштарнă. Июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн тăрăхра кăнтăрлахи температура 30 градус ăшăпа танлашнă, хăш-пĕр чухне вăл 38 градуса та çитнĕ. Çавна пула ÿсен-тăрана аталанма нÿр юлман. Çакнашкал лару-тăру выльăхсем валли кирлĕ пек апат-çимĕç хатĕрлеме чăрмантарать, акнă-лартнă культурăсем типсе пĕтес хăрушлăх та пысăк.
Комиссинче “Исток” çĕр ĕç фирми ертÿçи А. Илюткин, “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿ директорĕ П. Ялуков хăйсен хуçалăхĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.
Кун йĕркинчи ыйтусемпе райадминистрацин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пай начальникĕ Г. Каллин, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайри тĕп специалист-эксперт М. Хафизов, комисси председателĕн çумĕ – райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăма аталантарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ И. Дикин тухса калаçнă.
Комисси мĕн пур информацисене шута илсе районта ятарлă асăрхаттару пуличчен “Чрезвычайлă лару-тăру” режимне йышăннă.
2010 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнчи 9 сехетрен пуçласа Патăрьел район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕ-шÿллĕн районта “Чрезвычайлă лару-тăру” йĕрки ĕçлеме пуçланă. Çавна май ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, организаци, предприяти, ятарлă служба руководителĕсен тавралăхри лару-тăрăва сăнаса тăрассине вăйлатмалла, талăкĕпе тăракан дежурствăсем йĕркелемелле, граждансене вăрмансене хăйсем тĕллĕн кĕрсе çÿрессине чармалла, тĕрĕслев пунк-чĕсенче постсем йĕркелемелле, вырăнти халăха чрезвычайлă лару-тăру пирки ăнлантарса памалла. Мĕн пур йĕркене пурте çирĕп пăхăнсан çеç йывăрлăха пĕрле чăтса ирттерсе яма пулĕ.
А. НИКОЛАЕВА.