03 июля 2010 г.
Н. Глухов, район пуçлăхĕ: – Çырав – обществăн хăйне евĕр портречĕ. Вăл тĕрĕс те çÿллĕ шайра иртсе кайнинчен эпир, Раççей халăхĕ, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче мĕнле пурăнни çинчен чăннипех хаклă информаци илме пултаратпăр. Тĕрлĕ çулти çынсен, ачасен, шкул çулне çитменнисен йышĕ чакни е ÿсни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çав кăтартусене пăхсах вырăнсенче ача сачĕсем, шкулсем, врач офисĕсем тума планлатпăр, ял инфратытăмне улăштаратпăр, ялта пурăнакан халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлататпăр.
Патăрьел район халăхĕ – нумай нациллĕ Раççейĕн пĕр пайĕ. Çавăнпа та эпир октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен халăх çыравне мĕнле хастарлăхпа хутшăннинчен районăн социаллă-экономикăллă пурнăçĕ, хамăрăн пур енлĕ малашлăх килнине асра тытмалла. Сăмахран, 2002 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тăватă приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме май пулчĕ: “АПК аталанăвĕ”, “Раççей гражданĕсене – юрăхлă та хăтлă пурăнмалли çурт”, “Сывлăх”, “Вĕрентÿ”. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та кашни отрасльтех нумай курăмлă ĕç тунă, халăх пурнăçне лайăхлатас, сывлăха сыхлас, вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене пурнăçа кĕртес тесе хушма укçа-тен-кĕпе те чылай усă курнă. Черетлĕ халăх çыравĕн итогĕ те пире малашне тĕллевлĕ программăсемпе ĕçлеме май парĕ. Çавăнпа та çырава кашни çын пысăк яваплăхпа, хастарлăхпа хутшăнмалла.
Р. Сафиуллов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ:
– Раççейре халăх çыравне кашни вунă çулта ирттереççĕ. Хăш-пĕр çĕр-шывра, сăмахран, Канадăра ăна пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Вăхăтран вăхăта çакнашкал çырав ирттерни кирлех. Вăл чăн малтан демографи лару-тăрăвне пĕтĕмлетме май парать. Кашни халăх хăйĕн йышĕ ÿснине е чакнине, мĕнле пурăннине пĕлесшĕнех.
Çынсенчен ыйтусене тĕрĕс çырса илни халăх пурнăçĕпе çыхăннă социаллă программăсене планлама, тĕрлĕ шайри бюджет укçисене тĕрĕс, тĕллевлĕ пайлама май парать. Çавăнпа та кашни çын хăй пирки тĕрĕс информаци памалла.
Раççей гражданинĕ пулнă май, çырав итогĕсене халăх патне вăраха ямасăр çитерни те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.
М. Цветкова, Социализмла Ĕç Геройĕ:
– Манăн пурнăçăм обществăн тĕрлĕ тапхăрне çакланнă. Ял халăхĕн пурнăçĕ нихăçан та çăмăлах пулман. Анчах та паян влаçра лараканнисем тĕрлĕ программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕрен те çĕнĕ ырă улшăну тунине ырлатăп. Юлашки çулсенче çеç пирĕн Кĕçĕн Патăрьел ялĕ те чылай çĕнелчĕ. Ялта пысăк спорт комплексĕ уçăлни каллех пирĕн ачасемшĕн, мăнуксемшĕн пысăк малашлăх. Унта выляса сывлăхне тĕреклетме ан ÿр-кенччĕр çеç.
Халĕ, акă, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пирки калаçатпăр. Унта пирĕн суйлава хутшăннă пекех кашнийĕн хамăрăн çинчен тĕплĕн каласа памалла. Пурнăçра эпĕ улттăмĕш хут çакнашкал çырава хутшăнатăп. Ватă пулсан та хальхинче те переписчиксене хам пирки çыртарса илес кăмăл пысăк.
Калаçусене
А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.