03 июля 2010 г.
Çул çинче водительсен те, çуран çÿрекенсен те çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен асăрхаттаракан профилактика мероприятийĕсем час-часах йĕркелетпĕр пулин те саккуна пăхăнман тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. Сăмахран, республикипе çулталăк пуçланнăранпа 16 çул тултарман ачасемпе çеç 62 инкек пулнă, вĕсенче 63 ача аманнă. Ачасен айăпĕпе пулнă 35 тĕслĕхе шута илнĕ. Çакнашкал фактсем пирĕн районта та пур. Икĕ аваринче икĕ ача аманнă.
Çавăнпа та çул çитмен ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма хăнăхчăр, водительсем çуран утакансене асăрхаччăр тесе çак кунсенче Пĕтĕм Раççейĕпех “Асăрханăр, ачасем” профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ. Уйăхлăха пĕтĕмлетсе çакна калас килет. Ашшĕ-амăшĕн çул çитмен ачисене аслă çулпа велосипедпа çÿреме чармалла. Водительсен вара ял хушшинчи хăвăртлăха яланах пăхăнмалла.
А. ПЕТРОВ, районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн
патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн начальникĕ.