03 июля 2010 г.
“Ырă ята тивĕçнĕ чаплă писатель Алексей Талвир чăннипех те ытарайми хайлавсем çырса халăх чĕри патне ĕмĕрлĕх чĕнтĕрлĕ кĕпер хывнă” тесе çырнăччĕ Юхма Мишши. Алексей Филиппович ячĕ сÿнми хĕвел пек ялкăшса тăраканнисенчен пĕри пулчĕ. Паянхи кун та унăн “Пăва çулĕ çинче”, “Йĕлтĕр йĕрĕ”, “Кĕмĕл тĕпренчĕк” тата ытти произведенийĕсем те çăмăл, чуна çывăх вуланаççĕ. Талантлă çыравçă, паллă обществăлла деятель, тăван халăха чунтан-чĕререн юратакан, ырми-канми ĕçчен çын пурнăçĕ историне ĕмĕр манăçми çырăнса юлнă. Писатель ячĕпе Патăрьелĕнчи пĕр урам, иккĕмĕш вăтам шкул хисепленет.
Поэта паянхи кун тата çывăххăн аса илтерекенни вăл – унăн çурчĕ. Ăна Патăрьелĕнчи “Çăкăр” музейĕпе юнашар вырнаçтарнă. Çурта сăн кĕртме “Шыгырданы” фирма ертÿçи З. Халитов пулăшнă. Бюст уçнă май район пуçлăхĕ Н. Глухов, районти тĕп библиотека директорĕн çумĕ Н. Мазякова, Чăваш наци конгресĕн представителĕ В. Лукьянов, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан В. Сваевпа Н. Кондрашкин скульптор, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г. Хлебникова, кĕнеке вулама юратакансен ячĕпе Патăрьелĕнчи Л. Чернова пенсионерка сăмах каларĕç.
А. ИВАНОВА.