03 июля 2010 г.
Республика кунĕ умĕн районти тĕп библиотекăра Патăрьел энциклопедин иккĕмĕш томĕн презентацийĕ иртнĕ. Хаклă та паха кĕнекере Юхма енĕн историпе культура, экономика аталанăвне, ĕлĕкхи йăла-йĕркене, аваллăха куçса пыракан çи-пуç таврашне лайăх çырса кăтартса панă. Энциклопедире икĕ пин ытла статья пичетленнĕ, 500 ытла сăн ÿкерчĕк тухнă. Материалсенче сакăр пине яхăн маттур ĕçчен пирки çырса кăтартнă.
Презентацие район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, кĕнеке авторĕсем – ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ С. Карягинпа А. Мефодьев писатель-поэт, “Çăкăр” музей директорĕ Э. Бахмисов, техника наукисен кандидачĕ Ю. Владимиров тата ыттисем те хутшăннă.
(Хамăр корр.).