АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралĕ çăмăл служба мар

07 июля 2010 г.

Республика кунĕ умĕн Шупашкарта йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсемшĕн чыслă та сумлă меро-прияти иртрĕ. Чăваш милицийĕ 90 çул тултарнă май служба вăхăтĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçласа çут тĕнчерен уйрăлнă милици сотрудникĕсен ячĕпе палăк уçрĕç. Сумлă уява шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсем, йĕрке хуралĕн паянхи сотрудникĕсем, ытти хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак чыслă мероприятие пирĕн районтан 33 çул каялла хăйĕн службăри тивĕçне пурнăçласа пуç хунă А. Портнов милици сотрудникĕн мăшăрĕ В. Портнова, районти шалти ĕçсен пайĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ А. Якимов хутшăнчĕç.

Гранитран тунă тăхăр метр çÿллĕш палăк-монумента протоирей Михаил атте таса шывпа сирпĕтсе тасатнă хыççăн ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов сăмах каларĕ.

– Çак палăк хăйсен служба тивĕçне пурнăçласа пуç хунă юлташсен паттăрлăхне кăтартакан символ. Хăрушлăха сирсе ярас тесе хăйсен пурнăçне татнă йĕрке хуралçисен ячĕсене эпир яланах асра тытăпăр, – терĕ вăл.

Палăка уçнă ятпа Чăваш Енри милици сотрудникĕсен служба ĕçĕнчи теветкеллĕхе, пăтăрмаха пула тăлăха юлнă мăшăрĕсем сăмах каларĕç, патшалăх вĕсен çемйи çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç. Каярахпа В. Антонов министр милици сотрудникĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсене тата ĕç ветеранĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн 31 сотрудникĕ ĕçри хастарлăхшăн “Чăваш милицине 90 çул” юбилейлă медале илме тивĕçрĕç. Унсăр пуçне милицин обществăлла хăрушсăрлăх пайĕн начальникне И. Киргизова служба ĕçне кăтартуллă пурнăçланăшăн ЧР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне Н. Ванина “Шанчăклă тивĕçшĕн” кăкăр çине çакмалли паллăпа, шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн начальникне А. Петрова Тав çырăвне парса чыс турĕç. Пирĕн ĕçе, уйрăм сотрудниксен пултарулăхне патшалăх шайĕнче хаклани малалла та хамăрăн тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хистет.

В. УРУКОВА, райшалĕçпайĕн пуçлăхĕн

кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика