07 июля 2010 г.
Çак кунсенче район пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн пĕрремĕш çумĕ – строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ И. Дикин, строительство объекчĕн подрядчик ертÿçисем Сăкăтра тăвакан 320 вырăнлăх вăтам шкулта ĕç вырăнĕнче пулса строительсемпе планерка ирттернĕ. Строительство ĕçне “Булат” тулли мар яваплă общество пурнăçлать.
Планеркăра шкул çурчĕн строительство ĕçĕ мĕнле пынипе паллашнă, котельнăйне вăхăтра туса пĕтерсе хута ярасси пирки тĕллев лартнă. Паянхи куна строительсем ĕç графикне пăхăнса пыраççĕ. Вырăна тухса ирттернĕ планеркăна малашне кашни кĕçнерникун йĕркелеме палăртнă. (Хамăр корр.).