07 июля 2010 г.
Шăрăх кунсем малалла та тăсăлни пире уйрăмах вут-кăвартан асăрхануллă пулма хистет. Кун валли пĕтĕмлетÿ сăлтавĕ те пысăк. Кăçалхи çур çулта пирĕн районта 22 хутчен пушар алхаснă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен тăватă тĕслĕх ытларах. Сăмахран, Патăрьел ял поселенинче вăл икĕ хут ÿснĕ. Иртнĕ çул кунта виçĕ пушар пулнă, кăçал – улттă. Тăрăн, Пăлапуç Пашьел, Сăкăт ял поселенийĕсенче иртнĕ çулхи çур çулта вут-кăварпа инкек-синкек пулман пулсан, кăçалхи ултă уйăхра икшер пушар тухнă.
Хуçалăхра вут-çулăм алхасса çемьене инкек кăтарт-нă сăлтавсенчен пĕри – ача-пăча шăрпăкпа выляни. Пĕлтĕр пушар хуралĕнче çакнашкал тĕслĕхе шута илмен пулсан, кăçалхи çур çулта çак сăлтавпа тăватă пушар тухнă. Юлашкинчен Кивĕ Ахпÿртре сиксе тухнă инкекĕн сăлтавĕ те çавах.