07 июля 2010 г.
Кăçалхи пек хĕвел çунтарнине 90 çула çывхаракан ватăсем те аса илеймеççĕ. Чăваш Ен гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕртмен 26-27-мĕшĕсенче республикăра чи шăрăх кунсем пулнă. Чăнах та иртнĕ вырсарникун кăштах çумăр ÿккелерĕ, анчах вăл çĕр питне те йĕпетеймерĕ. Утă уйăхĕ пуçланнă çеç. Эппин çанталăк сулхăнлатасса часах кĕтсе илеймĕпĕр.
Тухтăрсем хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра çара пуç çÿреме юраманнине пĕрре мар калаççĕ пулин те хăшĕсем хăлхана чикесшĕн мар. 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен урамра сахалрах çÿремелле. Май пур таран сулхăн çĕрте пулма тăрăшмалла. Пусран кăларнă шыв та организмшăн усăллах мар. Тăтăшрах сивĕ чей, лĕп шыв е минералка ĕçмелле. Эрех-сăрапа пачах айкашмалла мар.
Уйрăмах чĕрепе чирлекенсен тата самăр çынсен асăрхануллă пулмалла. Ачасемпе ватăсен те тимлĕхе ÿстермелле. Шăрăхра аптраса ÿкнĕ çынна тÿрех сулхăн çĕре куçармалла, пуçĕ çине пит шăлли лĕп шывпа йĕпетсе хумалла. Тăнне çухатнă пулсан аммиак шĕвекĕпе йĕпетнĕ вата сăмси патне илсе пымалла, искусственнăй майпа сывлаттармалла, чĕрене массаж тумалла.
Çавăн пекех “Васкавлă пулăшу” службине шăнкăравламалла.
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет... Çавăнпа та асăрхануллă пулар, сывлăха упрар.
А. ИВАНОВ.