АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман хăрушлăхра!

07 июля 2010 г.

Çанталăк шăрăх та типĕ тăрать. Çавна май вăрманта пушар тухас хăрушлăх çав тери пысăк.

Вăрман – пирĕншĕн питĕ пысăк пуянлăх. Çавăнпа та ăна упрасси, сыхласси кашнийĕн тĕп тĕллев пулмалла. Вăрмана канма е уçăлма каякан кашни çын пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла: кăвайт чĕртмелле мар, чикарккă туртнă чухне те асăрхануллă пулмалла. Хăвăр пулнă вырăнта час вут хыпса илекен япаласем пăрахса хăварма юрамасть. Хĕрÿ хĕвел пайăркисем кĕленчерен те вут кăларма пултараççĕ.

Вăрманта вут хыпса илнине курсанах ăна парăнтарма тăрăшмалла. Пушара сÿнтерме йывăр пулсан вăрман хуçалăхне 2-35-81, пушар чаçĕпе милицие “01”, “02” телефонсемпе шăнкăравлăр.

А. АЗИЗОВ,

“Шăмăршă лесничестви” патшалăх учрежденийĕнчи

вăрмансене сыхлас тата хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен инженерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика