АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальонкăсен ĕçĕпе кăмăллă

10 июля 2010 г.

Редакцие пĕлтерÿ пама пĕр арçын килнĕччĕ, унăн сăмахĕнчен вăл севок туса илессипе ĕçлени паллă пулчĕ. Çавăн пекех улма-çырла питомникĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пынине, тумламлă шăварупа (капельный полив) усă курнине сăмах май каларĕ. Чăваш çыртса пăхмасăр ĕненмест тенĕ пек, эпир те питомника çитсе килме, çĕнĕлĕхе куçпа курма шухăшларăмăр.

Улма-çырла питомникĕн панулми сачĕ 94 гектар, сыпмалли тĕмсем 11 гектар ытла, пĕрчĕллĕ культурăсем 335 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 30 гектар йышăнаççĕ. Пурне те шыв кирлĕ, шăвармасăр тăрсан хăрса каяççĕ. Ĕçлени йăлтах харама каять, çакна шута илсе улма-çырла питомникĕн директорĕ В. Барышников Мускавра ял хуçалăх куравĕнче курнă шăвармалли хатĕре кунта, вырăнта, пурнăçа кĕртме шухăшлать. А. Седойкин агрономпа иккĕшĕ пĕрле тĕплĕн шухăшласа проект тăваççĕ, ун хыççăн ĕçе пикенеççĕ. Италирен, Израильтен ятарлă пĕчĕк шăтăксемлĕ резинăран тунă пыршăсем туянаççĕ. Вĕсене шăпах сыпмалли тĕмсем патне вырнаçтараççĕ. Малтанласа нумайăшĕ ку мел усă парасса ĕненмен, халь ак пурте куç умĕнчех.

Ирхине ирех МТЗ-1221 тракторпа В. Тимофеев шыв турттарса килет, ăна икĕ пысăк цис-тернăна пушатать. Кунтан тÿрех резина пыршăсем тăрăх вăл каять. Насос лартнипе шыв пур çĕре те пĕр пек çитет. Куллен пĕрер гектара çапла майпа шăвараççĕ. “Тумлам чула та шăтарать”, - теççĕ. Шыв пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сăрхăнса, 5-6 сехетре, нÿр 70 сантиметр тарăнăш анать. Вунă кунта пĕрре çаврăнса çитет.

– Ку мелпе кăçал кăна ĕçлеме тытăнтăмăр, урăх районсенче усă курнине илтмен, – тет В. Барышников. – Сыпмалли хунавсем питĕ черчен, шывсăр час хăраççĕ. Эпир вĕсене сыхласа хăварма пултартăмăр, йăшма тытăннисем те вăй илсе кайрĕç. Пĕлтĕрхипе кăçалхи тĕмсене танлаштарсан та уйрăмлăх нумаййи тÿрех сисĕнет.

Черешня, пан улми, груша, чие тĕмĕсем парка та çирĕп, шăпах сыпма питĕ лайăххине палăртрĕ Владимир Ильич. Шыв çителĕклĕ пулнипе аван çитĕннĕ вĕсем. Йăрансене вăхăтра çум курăкран тасатса тăни те витĕм кÿнĕ ĕнтĕ. Куллен 17 рабочи хире ĕçе тухать. Хальхи вăхăтра вĕсем çумлаççĕ, кайран хунавсене сыпаççĕ.

Районта çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыни çитĕнÿсем тума, йывăрлăхсенчен тухма пулăшать. Улма-çырла питомникĕнче усă куракан тумламлă шăвару меслечĕ те çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика