10 июля 2010 г.
“Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă”, – тенĕ ваттисем. Треньелĕнче çуралса ÿснĕ Кирилл Фролов спорт каçалăкĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвасси кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех сисĕннĕ. Мĕн пĕчĕкрен спортпа явăçнă вăл. Пушă вăхăтне те ытларах сывлăха çирĕплетессине янă. Кашни кун темиçешер çухрăм хыçа хăварса чупнă. Тăрăшакан ачана унăн пĕрремĕш тренерĕ П. Юманов та асăрханă, çамрăк спортсмена хăвăрт утас енĕпе ăмăртусене хутшăнма хатĕрленĕ. Кирилл 8-мĕш класс таранччен спортра çирĕп никĕс хывнине курса ăна Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен шкула вĕренме кайма сĕннĕ. Килĕшнĕ çамрăк каччă çак шухăшпа. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ вăл асăннă шкулта хăйĕн спортри пиçĕхĕвне туптать. Çак кунсенче вара Кирилл ашшĕ-амăшĕпе Кристина аппăшне, тăван-пĕтенне, хăйĕн тренĕрĕсене Геннадий Семеновичпа Альбина Павловна Семеновсене пысăк парне тунă. Çĕртмен 26-27-мĕшĕсенче тĕп хуламăрти “Олимпийский” стадионта 1993-1994 çулта çуралнă çăмăл атлетсем хушшинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 35 регионтан хутшăннă 300 спортсмен хушшинче хăвăрт утас енĕпе Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Раççей Вĕрентÿ министерствин “Талантлă çамрăк” программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енри тăватă спортсмен лауреат пулнă. Унсăр пуçне пысăк ăмăрту çĕнтерÿçи – Треньел каччи Кирилл Фролов 60 пин тенкĕ укçана илме тивĕçнĕ! Спортсменăн 38 градус шăрăха парăнтарса утни харама кайман. Тарпа çĕнсе илнĕ пĕрремĕш ĕç укçине вăл спортра хăйне тата вăйлăрах хатĕрленĕ çĕре яма шутлать.
А. ЕГОРОВА.