10 июля 2010 г.
1999 çулхи чÿкĕн 1-мĕшĕнче Туçа тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн пысăк уяв çитнĕ: Туçара çĕнĕ чиркÿ уçăлнă. Уява халăх çав тери йышлăн пухăннă. Шупашкартан Варнава архиепископ ертсе пыракан духовенство ушкăнĕ те килнĕ.
Çак вăхăт хушшинче вăл илемленсе, чечекленсе, аталанса çеç пычĕ, Туçа тăрăхĕнчи ял-йыша кăна мар, ытти çĕртен килнĕ çынсене хапăл туса йышăнать.
Кăçал чиркÿре пĕрремĕш хут вырсарни шкулĕ уçăлчĕ. Унта кÿршĕ ялсенче пурăнакан ачасем çÿрерĕç. “Кашни кунах 25-27 ача пухăнатчĕ. Ирхине килсенех чечексене шăваратчĕç, физзарядка тунă хыççăн, апат çиме кĕретчĕç”, – аса илет матушка Елена. Ачасем лагерьте кĕлĕсем, хăйсене мĕнле тытмаллине вĕреннĕ, вылянă. Вĕсене выляттараканни вара – 7-мĕш класс пĕтернĕ Ангелина Маркова – пачăшкă хĕрĕ.
Чиркÿре тăрăшакансемсĕр пуçне ачасемпе Надежда Кузнецова вăй хунă. Ольга Шашкина хĕр ачасене ал ĕçне вĕрентнĕ. Кашни кунах ялти стадиона çÿренĕ, шкулти лагере çÿрекенсен командипе футболла вылянă. “Мана хĕреслĕ çÿрев килĕшетчĕ. Эпир кĕлĕсем каласа чиркÿ тавра çаврăнаттăмăр”, – аса илет Анат Туçари Аня Герасимова. Маркова Ангелина вара: “Ачасем итлетчĕç, пĕр-пĕрне кÿрентерместчĕç. Яланах пĕрле, туслă-юлташлă пулнă”, – тет.
Юлашкинчен ачасем стена хаçачĕсем кăларчĕç: пĕчĕккисем – “Колокол”, пысăкраххисем – “Кораблик”. Чиркÿре ĕçлекенсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Вырсарни шкулĕ виçĕ эрне пулчĕ. Çак вăхăт хушшинче ачасем çĕнĕ юлташсем тупрĕç. Кашни çулах чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулне ачасем хаваспах çÿрĕç. Йĕркелентĕр çеç.
Аня ТАБАКОВА.
Туçа ялĕ.