17 июля 2010 г.
“Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕнче вы-льăх чĕрнисене касассипе тата сиплессипе семинар иртнĕ. Ăна чăвашсемпе нимĕçсен пĕрлехи “Чăваш Республикинчи ялсене аталантарас” проектне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Мероприятие пĕрлехи проект ертÿçи Гуидо Яношек тата ĕне-выльăх отрасльне аталантарассипе тимлекен ассоциацин эксперчĕ Ремо Леманн, районти ветеринари служби ĕçченĕсем хутшăннă. Семинара “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров уçнă.
Практика пайĕнче выльăхсен чĕрнисене касма мĕнле хатĕрленмеллине, сиплемеллине кăтартса панă.
– Пысăк квалификациллĕ специалистсен пуян опычĕ пире ĕçре нумай йывăрлăхран тухма пулăшĕ...”, – тенĕ Патăрьел ветеринарĕсем хăнасене тав туса.
(Хамăр корр.).