17 июля 2010 г.
Районта выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Утă 1574 тонна кĕртнĕ.l Сенаж 7400 тонна хунă. “Батыревский” (2400 тонна), “Красное знамя” (1400), Ленин ячĕллĕ (850) хуçалăхсем чи нумай янтăланисем.
Силос “Звезда” ял хуçалăх предприятийĕнче 972 тонна хатĕрленĕ, ыттисенче l пуçăнман.
Кĕрхи культурăсене акма 3460 гектар çĕр хатĕрленĕ.l
Пăрçа 139 гектар çулнă, 134 гектар çапнă. Тухăç 6,6 центнерпа танлашнă.l
Ленин ячĕллĕ агрофирмăра сĕлĕ 9 гектар вырса çапнă. “Красное знамя”l кооперативра 5 гектар вырнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче, уйрăм хуçалăхсенче севок кăларас, пуçтарсаl кĕртес ĕç пырать.