АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăт, чăт çĕр ĕçченĕ, чăт...

17 июля 2010 г.

Ятарлă чикĕ лартнă тейĕн Патăрьел районĕшĕн çумăра кĕртмелле марри. Каçал тăрăхĕнче çăвать, пирĕн патăрта – çук. Июль уйăхĕн варринчен те иртрĕмĕр, шăрăх вара çунтарать те çунтарать. Кун пек çанталăкăн вĕçĕ-хĕрри те пулассăн туйăнмасть. Шыв курманнипе çĕр çуркаланса пĕтрĕ, пусăсем типме пуçларĕç. Паян çумăр чи кĕтнĕ хăнаран та хаклăрах. Тыр-пул валли ĕлкĕрейменни каламасăрах паллă, хуть çĕр улми, пахча çимĕç валли пултăр тесе ĕмĕтленетпĕр. Кăçал ял хуçалăх культури йÿнĕ пулмасси, суту-илÿ тăвакансем укçа кĕртес кăмăлпа тата та ытларах хаклатасси куçкĕретех. Ку сисĕнме те пуçларĕ: çăнăх, сахăр песукĕ 200-400 тенкĕ таран ÿсрĕ. Халăх ытларах туянма, янтăлама тăрăшать. Çĕнĕ тырă кĕлете кĕричченех апат-çимĕçе хаклатрĕç.

Хĕл сивĕ килнĕрен кĕрхи культурăсем нумай пĕтрĕç, упранса юлнисем те чаплах марччĕ. Шанчăк çуркунне акнă тыр пул çинчеччĕ. Шăрăха пула вăл та йĕркеллĕ çитĕнеймерĕ. Кăçал районĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем 14411 гектар, фермер хуçалăхĕсем 4085 гектар тĕш тырă акнăччĕ. Пуç сăхса ĕлкĕриччен типме тытăнчĕç. Сая ан кайтăр тесе çурхисене сенаж хатĕрленĕ çĕре яма тытăнчĕç. Утă та сахал, ирĕксĕрех çапла тума тивет. Выльăха выçă тăратаймастăн вĕт. Кÿршĕ регионсенчен те турттарса килмелли çук, вĕсенче те типĕ çанталăка пула лару-тăру йывăртарах.

Çуркунне акнă, лартнă культурăсенчен, кунта тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç кĕреççĕ, нÿр çуккине пула пирĕн районта 77 проценчĕ пĕтнĕ. Тăрса юлнисем те пысăк тухăç парасса кĕтмелли çук, мĕншĕн тесен пучах кĕске, тĕшĕ шучĕ те питĕ сахал. Паяна тырă хакĕ 5-6 тенкĕ. Ура çинче çирĕпрех тăракан хуçалăхсем аптăрамĕç, вĕсен пĕлтĕрхи вăрлăх та сутăнайманни пур. Ыттисем йывăрлăхран мĕнле тухĕç, калама хĕн.

Пахча çимĕç те лайăх шăтмарĕ. Уйрăм хуçалăхсенче те хура çĕр выртакан тĕслĕхсем нумай. Шăтнисем те унта та кунта кăна лараççĕ. Кишĕрсем нÿр çукран армак та чармак, сĕткенсĕр. Сутмалăх питĕ сахал, кĕркуннепе çуркунне халăха укçа ытти çулхисем пек кĕмесси куç умĕнчех.

Шăрăх ял хуçалăхне пысăк инкек илсе килчĕ. Тăкакĕ те нумай, малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, вăл Чăваш Енре 5,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Хисеп пĕчĕк мар, анчах ним тума та çук. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, унран эпир иртейместпĕр. Çумăр çăвасса кашнийĕ кĕтетпĕр. Нÿр ÿксен “иккĕмĕш çăкăрсăр” юлмастпăрах.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика