17 июля 2010 г.
Ĕç çынна яланах илем кÿнĕ. Тăрăшулăхпа, тÿрĕ чунлăхпа палăрнисем вара ĕçре хăйсен чăн-чăн телейне тупаççĕ. Районти ведомствăра тăман хурал пайĕнче тăрăшакансенчен ытларах пайĕ хисепе тивĕçлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ коллективăн йышлă ушкăнне “Чăваш милицине – 90 çул” юбилейлă медальпе наградăланă. Çак хисепе тивĕçнĕ В. Мышова, В. Анюрова, С. Краснова, А. Портновăна, И. Тарасовăна, А. Овечкина, А. Сейфуллина, А. Сергеева, Л. Зайцева, А. Сорокина, А. Кондратьева, А. Филиппова, В. Кошкина, М. Филиппова ĕç ветеранне пĕрле ĕçлекенсем ăшшăн саламланă, малашнехи пурнăçра ăнăçу суннă.