17 июля 2010 г.
Турханти çыхăну уйрăмĕнче В. Трофимов поч-тальон çĕнĕ çын. Раççей почтин сумкине хул урлă çакни çур çул та çитмен-ха. Çапах та Валентин Елизарович хăй ĕçлекен Упамсари вулаканпа пĕр чĕлхе тупнă. Ватти-вĕтти те тарават почтальона. Маларах вара вăл ялти культура çуртĕнче те ĕçленĕ, водительте те тăрăшнă. Почтальон ĕçне сĕнсен çемье пуçлăхĕ хирĕçлемен.
– Çын аллинчи кукăль яланах пысăк пек туйăнать. Манăн нихăçан та çемьерен уйрăм пурăнса услам тума каяс тĕллевĕм пулман. Хамăр яваплăх çине шанса усрава илнĕ сакăр ачана, пысăк хуçалăха мăшăрăм çине пăрахса хăвараймастăп. Çак ĕçре малашне те ял халăхĕпе килĕштерсе тăрăшасчĕ-ха, – тет кăмăллăн Валентин Елизарович.
Почтальон пĕрремĕш çырăнтару тапхăрĕнчех хăйĕн хастарлăхне кăтартнă, районта тухса тăракан “Авангарда” та планран чылай ирттерсе тултарнă.