АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçмасть çак уяв

17 июля 2010 г.

Чăваш халăхĕн ырă йăла-йĕрки мĕн авалтанпах çуралнăскер, паянхи кун та манăçа тухмасть. Ман куç умĕнчи ÿкерчĕкре 1958 çулта Пăлапуç Пашьел çумĕнчи Хырлăх вăрманĕ çывăхĕнчи лапамра йĕркеленĕ ĕçпе юрă уявĕ. Ăна ял халăхĕ, колхозсем уй-хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ирттернĕ. Пĕрле пухăнса юрланă, ташланă, çур акинче ывăннă шăм-шака кантарнă. Кун пек уявра çынсен хуйхи-суйхи те манăçнă. Çулланнă çынсемпе çамрăксем, тĕрлĕ енлĕ спорта юратакансем хăйсен пултарулăхĕпе малти вырăна çĕнсе илес тесе кĕрешнĕ, сикнĕ, шÿтлĕ сăмах ăстисем култарнă.

Уява халăх пухăнса çитрĕ темелле. Часах сцена çинче тĕрлĕ ялтан килнĕ юрăçсен ушкăнĕ хăйсен уçă та илемлĕ сассисемпе тавралăха чĕрĕлĕх кÿртрĕç. Тепĕр çĕрте кĕрешекенсем хăйсен вăйĕсене виçме пикенчĕç. Акă, пĕр ăста купăсçă яшсемпе хĕрсене ташлаттарать. Часах уяври халăх çак купăсçă патнерех туртăна пуçларĕ. Пурте илемлĕ кĕвĕпе ташласа пăхасшăн пулас. Тепĕр çĕрте спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртакансен ушкăнĕ. Малтанах тăршшĕне сикессипе тупăшрĕç. Эпĕ, ку ушкăна пырса тăнăскер, пĕр хĕр ача пултарулăхĕпе кăсăклантăм. Паллакан пĕлĕшĕмрен çак илемлĕ шăм-шаклă, алăпа ури çинче хăпарса тăракан мускулĕсенчен тĕлĕнтĕм, мĕншĕн тесен тăршшĕне сикес енĕпе вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ-çке

– Ку пирĕн ялти Семенов Санюкĕн хĕрĕ пулать,– паллаштарчĕ мана Пăлапуç Пашьелĕнчи çывăх юлташ. Хăй чăнах та пит хÿхĕм, пиçсе çитнĕ пан улми пек пит-куçĕ, яштака пĕвĕ-сийĕ чăнах та ку пултаруллă спортсмен пулнине ĕнентерет. Акă çÿллĕшне сикес енĕпе ăмăрту пуçланчĕ. Темшĕн çак хĕр малтанах сикмерĕ-ха. Часах çÿллĕшне кăтартаканнине пĕр метр та 10 сантиметра хăпартсан, илемлĕ хĕр вашт кăна сиксе каçрĕ. Тата хăпартрĕç, çавах чиперех сикрĕ. Ку енĕпе те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл ун чухне 5-6 парнене çĕнсе илсе уявăн чи пултаруллă спортсменĕ пулчĕ.

Çамрăк хĕр, ун чухнех ырă ята тивĕçнĕскер, çав вăхăтра Канашри педагогика училищинче вĕреннине пĕлтĕм. Унăн ятне, вулаканăм, сиртен те пытарас мар. Тамара тесе чĕннĕ ăна.

Тамарăн ачалăхĕ те çăмăл пулман. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне вăл пилĕк уйăхри пепке çеç пулнă.

Çамрăк хĕр Ишлĕри вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Шупашкара кайса 1-мĕш техучилищĕре бетонщик-арматурщик ăсталăхне алла илнĕ. Ку ĕçре вăл виçĕ çул тăрмашать. Пултаруллă хĕр кунта та хуçăлмасть. Ĕç хыççăнхи пушă вăхăтра хăй тĕллĕнех тренировкăсем туса, юратнă ĕçĕнче виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн педучилищĕн физкультура учителĕсем хатĕрлекен уйрăмне вĕренме кĕрет. Кунта каллех виçĕ çул умра. Вĕреннĕ вăхăтра та училищĕн спорт командине хÿтĕлес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăвать. Нумай мухтав хучĕсене тивĕçет. Вĕренсе пĕтерсен тăван ялне ĕçлеме килет.

Вăл ĕçленĕ тапхăрта Пăлапуç Пашьел шкулĕн спорт площадкинче ача-пăча сасси кĕрлесе çеç тăнă. Ун чухне Тамара тăрăшнипе шкулта конькипе ярăнма каток та пулнă. Йĕлтĕрпе чупас енĕпе те ĕçсем ăнса пынă, футбол, волейбол енĕпе ăмăртăва хутшăнма ял халăхĕ те туртăннă. Кунти шкула кÿршĕ ялтан та ăмăртăва хутшăнма çÿренĕ. Пурнăçра ялан спортпа çеç пулмасть. Тамара та хăйсен ялĕнчи пĕр кăтра çÿçлĕ каччăна юратса пăрахать. Вĕсем унпа çемье чăмăртаса пĕрле пурăнма пикенеççĕ. «Пурнăçăн темиçе çул» тенĕ авалах. Темĕнле сăлтава пула вĕсен пурнăç сукмакĕ икĕ еннелле уйрăлса каять. Пĕр ачаллă хĕрарăм пуçне усмасть. Амăшĕ килĕнче çурт-йĕр çавăрать. Ачине те пĕччен ÿстерсе хăйĕн сукмакĕпех кайма пулăшать. Халĕ вăл хăй тунă çурт-йĕре питĕ тирпейлĕ тытса, килти хуçалăхри ĕçсемпе йăпанса пурăнать. Вăл паянхи кун та сывлăх енчен çирĕп, хăйне упрать. Пÿлĕхçĕ пÿрнипе пĕр мăнук ÿссе çитĕнет. Тен, вăл та асламăшĕ пекех спортсменсен династине малалла тăсĕ. Турă кăна патăр сывлăхне.

Е. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика