АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттерен хакли никам та çук

17 июля 2010 г.

Атте... Çак сăмах тăван чĕлхемĕрти чи илемлисенчен, чи туйăмлисенчен, чи вăйлисенчен пĕри. Çак сăмахпа чĕнекен арçын пурнăç парать, тĕнче пултарать, этемлĕхе тытса тăрать, юратăвăн чăн-чăн пĕлтерĕшне ăнланса илме пулăшать. Çак сăмахра вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăхăн чĕрепе виçейми, чунпа ăнланса пĕтерейми асамлăран та асамлă вăрттăнлăхĕ упранать.

Маншăн атте – арçын идеалĕ, пурнăç тĕшшине тупма вĕрентекен, ăс-тăна аталантаракан чунăма чи çывăх çыннăм. Чылай ыйтăва тĕрĕс хурав пама та пулăшать вăл. Унпа юнашар сехечĕ-сехечĕпе чарăнмасăр калаçма е кунĕ-кунĕпех пĕр сас кăлармасăр шăппăн ларма пулать. Вăл çумра чухне нихăçан та тунсăхлă мар. Çемьепе унăн 95 çулне уявланă май, эпĕ аттепе, Василий Яковлев–Велвокай сăвăçпа, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса кунтах тĕпленсе пурăнаканпа иртнĕ самантсен чаршавне сирес терĕм.

– 95 çул вăл – 34675 кунпа çĕр. Кашни кунне пурăнса ирттерме вăй-хăват тупмалла, кашни çĕрне ирттерсе ярса шуçăма кĕтсе илме чăтăмлăх çитермелле... Шăпу сана хура-шурне чылай кăтартрĕ пуль, аттеçĕм. Кăра çилсем те кун-çулна самаях тăлларĕç пуль... Çавах та ачалăхри самантсем чи çуттисем, чи тарăн йĕр хăварнисем...

– Эпĕ çемьере 5 ачаран чи асли. Атте, Якку Якурĕ сăвăç, унăн сăввисем “Сунтал” журналта та пичетленетчĕç. 19 çул тултарсан Шăхачри Супăнь Ваççи хĕрне Наçтука 120 тенкĕ сулăм укçи парса çураçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче 20 пусшăн кун каçиччен çурлапа тырă вырнă. Килĕшме кайсан асаннÿ аслаçуна пĕрре курсах кăмăлне кайнă. Ун чух медицина хальхи шайра пулман çав. Пилĕк ачаран иккĕшĕ пĕчĕккĕллех чирлесе çĕре кĕнĕ. Эпир – Ванька шăллăм, Марье йăмăкăм – виççĕн çитĕнтĕмĕр.

...Ачалăхри хăш-пĕр саманта чуна ыраттарса аса илетĕп. Прахур тетен ачипе Çтаппанпа (хамăр хушăра ăна Паттис теттĕмĕр) алла-аллăн выляса ÿсрĕмĕр. Пĕррехинче вăл мана: “Эпир аттепе ĕнер Энтри тете пахчинче тутлă панулмисем тутантăмăр. Мĕн чухлĕ çиес килет, çавăн чухлĕ çи тесе татах чĕнчĕ. Атя пĕрле кайса хăналанар”, – терĕ. Ача темерĕн, эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Çÿретпĕр çапла кÿршĕсен сад пахчинче тутлă панулмисем çисе. Хыçалти хапхаран Энтри тете йăпшăнса кĕчĕ те ман пата çитсе хултан ярса илчĕ. Çакна курнă Çтаппан çил пек куç умĕнчен çухалчĕ. Энтри тете ĕнсерен аллипе темиçе хут хытах çапрĕ. Эпĕ тăна çухатса çĕр çине ÿкрĕм. Куçа уçнă хыççăн хĕве икĕ панулми чикрĕ. “Ваçили, çисе пăх”, – тет. Эпĕ илмерĕм. Унтан вĕлтрен татса кĕпене хăпартса темиçе хут питĕ вăйлă çапрĕ. Аран киле çитсе ÿкрĕм. Кун хыççăн Çтаппанпа пĕр вăхăт пачах калаçмарăм. Ача ачах ĕнтĕ, кÿренÿ иртсе кайсан каллех пĕрле выляма тытăнтăмăр. Ÿссе çитсен пĕррехинче пĕрле ĕçлекен юлташăм çуралнă кунне чĕнчĕ. Сĕтел хушшинче Энтри тетепе юнашар ларма тÿр килчĕ. Вăл ман çине куçне çиçтерсе тинкерсе пĕтĕм халăх умĕнче “вăрă” тесе хучĕ. “Чим-ха, эпĕ сирĕн пахчана Паттис чĕннипе кĕтĕм...” - тесе йĕркипе ăнлантарса патăм. Итлесе пĕтерсен Энтри тете: “Тăр-ха”, – терĕ те сĕтел хушшинчен тухса кайрĕ. Кăштахран эпир пÿрт умне пурте пĕрле сăн ÿкерĕнме тухрăмăр. Энтри тете унталла-кунталла канăçсăррăн утса çÿренине курах кайрăм. “Кил, эс те юнашар тăр”, – тесе хисеплесе чĕнтĕм. Çук, сăмах чĕнмерĕ, васкаса килне кĕрсе кайрĕ...

...Пĕр тантăшсем 4 çул пĕр класра 11-рĕн вĕрентĕмĕр. 3-мĕш класра пионер камне пĕр кĕнекере вуласа пĕлтĕмĕр. Пирĕн те пионер пулас килсе кайрĕ. Учитель хĕрне 6-мĕш класра вĕренекен Шура аппана хамăр кăмăла пĕлтертĕмĕр. “Эпĕ сире пионер тăватăп”, – терĕ вăл çирĕппĕн. Шура аппа сĕннипе 11-рĕн Аслă Арапуç пасарне 8 çухрăм çуран юр тăрăх утса хĕрлĕ пусма туянма кайрăмăр. Пусма мар, хĕрлĕ хăю та тупаймарăмăр. “Ан кулянăр, хамах сутăн илĕп”,– тесе лăплантарчĕ пире аслă тусăм. Часах хăю хыçне виç кĕтеслĕ хĕрлĕ татăк çĕлесе хунă галстукпа класа пырса кĕчĕ, ăна пурне те мăйран çыхрĕ. Çапла эпир 11-рĕн пионер пулса тăтăмăр. Вара çанă тавăрсах ырă ĕçсем тума пикентĕмĕр. Килтен киле çÿресе ватăсене пулăшатпăр, хутла пĕлменнисене вулама-çырма вĕрентетпĕр, ялти клубра (пачăшкă çурчĕччĕ малтан) концертсем, спектакльсем лартатпăр. Эпĕ тăрăшсах аннене вулама тата ал пусма вĕрентрĕм.

Виçĕ ялта – Пулевей, Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль – виçĕ çĕвĕ машини пулнă. Ун чух хальхи пек килтен-килте машина мар, велосипед та пулман.

Пĕррехинче чиркÿ çумĕнчи çеремре тупăлла вылятпăр.

Ял хапхи уçăлчĕ те, пĕр çын тимĕрпе çыхăнтарнă кустăрмасем кустарса кĕчĕ, унтан вĕсем çине хăпарса ларчĕ те малалла хăвăрттăн вĕçтерчĕ. Эпир тĕлĕннипе çăварсене карса пăрахрăмăр, унтан ун хыççăн 11-рĕн те тапса сикрĕмĕр. Ял вĕçĕнчи уй хапхи патне çитичченех ăсатса ятăмăр. Эпĕ ун чух 9 çултаччĕ. Урок тахçанах пуçланнă, класа пашкаса чупса пырса кĕтĕмĕр. Вĕрентекенĕмĕр Игнатий Васильевич Корчагин пÿлĕмре пĕчченех ларать. “Ăçта çÿрерĕр эсир, шăнкăрав паçăрах пулнă”,– ыйтать вăл пиртен. Пĕр-пĕрне пÿлсех тĕлĕнтермĕш çинчен каласа паратпăр. Вăрçмарĕ, тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса пачĕ: “Çак япалана велосипед теççĕ. Вăл вулăсра та пĕрре çеç. Унăн хуçи Кивĕ Эйпеç учителĕ Петр Иванович Котлов. Уезда ĕçсемпе кайрĕ пулмалла”.

– Аппам Раиса Сарпи спонсорсем тупса кăларнă “Вутра çуралнă юрату” кĕнекÿне юратсах вуласа тухрăм. Пултарнă таран ăна калăплама эпĕ те пулăшнăччĕ. Кĕнекен тĕп шухăшĕ – ачаран аслисенчен ĕç хакне пĕлсе çитĕнни, йывăрлăхсене парăнманни. Пире те, 7 ачуна, ĕç тĕлне пĕчĕкрен хăнăхтартăн. Пĕр йĕрке çырăнмасăр иртсе кайнă кун ытла та пушшăн туйăнать. Урамра мар, çемьере илнĕ воспитани чи тĕрĕсси, чи пĕлтерĕшлине ăнланса илетĕн аса илĕвÿсене вуланă май...

Хуçалăхра икĕ лаша, икĕ ĕне, 8 сурăх, 4 сысна тата чул арман пулнă. Ир пуçласа сĕм каçччен – ĕç, ĕç, ĕçчĕ. Армана асатте, таврара ăна пурте çĕвĕç Кĕркури тетчĕç, хăй аллипе туса лартнă. Уезчĕпех чаппан, кĕрĕк, пиншак, тăлăп çĕлесе тăхăнтартнă. Каçсерен анне, атте, унăн йăмăкĕ Алтатье, йăмăкăм Марье сĕтел тавра ларса чĕп куçĕн çутипе тĕрлĕ тумтир çĕленĕ. (1967-мĕш çулта ялта электричество кĕртнĕ çĕрте чылай вăй хутăм). Кирлĕ япала ир енне хатĕрччĕ те! Килте канлĕн ларма-тăма пуш вăхăт çукпа пĕрех пулсан та шкула кайма никам та чарман. Вĕренес килетчĕ! Атте шăллĕ Петĕр тете ялан ăс пухма хушатчĕ. Ĕлĕк хальхи пек машина вăйне шанса ларман. Пĕтĕм ĕçе ал вĕççĕн тата лашасемпе тунă. Пахчара пин тĕрлĕ ĕç: вутне те çурмалла, ăна аннене кĕртсе памалла, шыв ăсса кĕмелле, тухса тăкмалла. Сысна пăхма юратмастăмччĕ, лаша тесен вара каçсах каяттăм. Çу кунĕсенче кашни каç выртмана çÿреттĕмĕр. Лашасен кайри урисене тăлласа яраттăмăр та кăвайт тавра юмах яма пухăнса лараттăмăр. Пĕррехинче çапла пĕр пĕлĕшĕм кĕрĕк тавăрса тăхăнса хÿреллĕ шуйттан пулса пире хăратнăччĕ. Анчах хăйне те хытах лекрĕ ун чух!

Пĕр ăшă кун асатте мана хăйпе пĕрле пасара илсе кайрĕ. Бондарччĕ те вăл! Катка, пичке, çÿпçе тума ăстаччĕ. Хатĕр япаласене лав çине тиесе йĕри-тавра туртса çыхрĕ те, мана юнашар лартса 20 çухрăмра вырнаçнă Хурăнвар пасарне ярмаркăна çул тыттартăмăр. Çитсен мана урапа патĕнче хăварчĕ, хăй вара хаксем пĕлме ретсем тăрăх кайрĕ. Таврăнсан пĕр самантрах пĕтĕм таварне сутса пĕтерчĕ. Катки-шетникĕ аванччĕ çав унăн. Пахаччĕ! Сутăннă укçипе хĕрлĕ тиха туянчĕ. “Ку сана валли манран парне, ÿссен сана пулăшу кÿрĕ”, – терĕ пуçран шăлса. Мĕн тери хĕпĕртерĕм. Тихана юратса пăхса çитĕнтертĕм. Виçĕ лашапа выртмана çÿреме пуçларăм. Чĕрем телейпе тулса тапатчĕ.

– 30-мĕш çулсенче колхозсем чăмăртанма пуçласан сире çемйипех кулак тесе килтен кăларса янă...

– Çапла. Темĕн те чăтма лекрĕ. Колхозсем йĕркеленме пуçласан асаттепе атте те унта кĕрес терĕç. Анчах та пире кулак тесе хăтлă та типтерлĕ хуçăлăхран хăваласа кăларса Пакун Сергей çуртне кайса ячĕç. Пÿрчĕ начарччĕ. Сивĕччĕ. Çĕрме пуçланă. Кульник сакки çинче çывăрнă чух шăнса пăсăлтăм. Хускалайми пултăм. Каярах аран-аран сывалса ура çине тăтăм. Чирлесен асатте чăтса тăраймарĕ, мĕн амакĕ тесе сака илсе пÿрт кĕтессине тĕрĕслерĕ. Тем пысăккăш шăтăк, сив çил юр хÿсе кĕртнĕ, купаланса выртать, шăпах вăл мана çĕрлесерен шăнтнă та! Асатте мана унта урăх вырттармарĕ. Çанă тавăрсах вăл ĕçе пикенчĕ. Пĕрене тупса, çĕрнине кăларса илсе çав шăтăка хупласа хучĕ. Анне йăмăкпа шăнса пăсăласран кăмака çинче ларатчĕ. Ах, тур! Кăмаки тата епле япăхччĕ! Асатте чĕри каллех канăсăрланчĕ. Хĕл варринче кăмака пăсса çĕнĕрен купаларĕ. 3 уйăха яхăн пурăнтăмăр чухăнсен пÿртĕнче. Тăван киле лаша пăхма çÿреттĕм. Сергейăн ывăл ачи лашасене юратмасчĕ. Эп килсен еплерех савăнатчĕ! “Манăн кунта пачах пурăнас килмест. Мĕн чухлĕ ĕç!”, – тетчĕ тутине тăсса. Пакун Сергейĕ асаттене: “Эсир каялла килĕр, эпир хамăр çуртах куçăпăр”, – тесе сăмахланă. Пирĕн касри Крылов Роман тетепе калаçса татăлса вăл пирĕн килтен тухса кайрĕ, эпир виç кил урлă пурăнакан Крыловсен çуртне куçрăмăр, вĕсем пирĕн киле кĕчĕç. Вĕсен патĕнче 2 уйăх пурăнтăмăр. Çав вăхăтра Хусанта пединститутра учителе вĕренекен Петĕр тетене хăй вĕреннĕ тĕлтен кулак ачи тесе кăларса ячĕç. Вăл яла таврăнсан асанне çуралнă килте, Черноглазовсем патĕнче, пурăнма пуçларĕ. Тĕрĕслĕх тупас тесе ăçта анчах çитмерĕ-ши Петĕр тете. Ăсĕ пурччĕ çав. Районтан пуçласа Мускава çул хыврĕ, çавах тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ. Çын вăйĕпе усă курман тесе тăван хуçалăха каялла тавăрса пачĕç, колхоза йышăнчĕç. Пахчара 8 вĕлле ларатчĕ. Вĕлле хурчĕсене тата лашасене колхоза патăмăр. Чĕрĕ чунсемпе уйрăлас мар тесе атте конюха вырнаçрĕ. Ман алăсем пушанса юлчĕç. Эпĕ вара килти ытти ĕçсене кÿлĕнтĕм.

– Митта Ваçлейĕпе Петĕр Хусанкай кĕнекисенче пĕр илемлĕ сăн ÿкерчĕк пур. Икĕ тус çумĕнчи çамрăк арçын – Петр Григорьевич Яковлев, вăл санăн Петĕр тетÿ. Мĕн çыхăнтарнă çак виçĕ туса;

– Петĕр тете ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Аслă Арапуçĕнче Митта Ваçлейĕпе пĕр класра вĕреннĕ. Питĕ туслă пулнă вĕсем. Митта Ваçлейĕ шкул пĕтерсен Чĕмпĕре çул тытнă, Петĕр тете – Хусана. Çуллахи каникулта пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулатчĕç. Сад пахчинче панулми çисе киленетчĕç, ăмăртмалла ухăран перетчĕç, хавхаланса сăвă вулатчĕç. Пĕррехинче Митта Ваçлейĕпе пĕрле пирĕн пата Петр Хусанкай та хăнана килчĕ. Эпĕ ун чух 15 çултаччĕ. Вĕсем сăвă вуланине тĕлĕнсе итлесе ларнăччĕ. Пуçĕсене сулла-сулла чунтан хĕрÿленсе вуланине сăнаса ларса хам та асамланса юлтăм. Сăвă çырас кăмăл çуралчĕ. Митта Ваçлейĕ Петĕр тете патне ятарласа курнăçма килетчĕ. Пĕррехинче клеенка хупăллă пысăк тетрадьне кăларчĕ те тетене: “Сана халалласа сăвă çыртăм”,– терĕ. “Утă çинче” сăвва вуласа пачĕ. Эпĕ кайран ăна “Сунтал” журналта тупса пăхмасăр калама вĕрентĕм. Митта Ваçлейĕн сăввисем чуна çывăхчĕ. “Атăл çинче” сăввине Патăрьелĕнче пĕр конкурсра вуласа пĕрремĕш вырăн та йышăнтăм. Петр Хусанкай пирĕн пата 2 хутчен те килсе кайрĕ. Пире колхоза илнĕ хыççăн Петĕр тете Хусана вĕренме текех каймарĕ, çу каçипе тусĕпе Ульянов Степанпа Мускаври мединститута вĕренме кĕме хатĕрленчĕ. Тепĕр 5 çултан иккĕшĕ те тăван тăрăха тухтăр пулса таврăнчĕç. Кайран Петĕр тете Аслă Аттелĕх вăрçинчен контузипе таврăнчĕ, Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕн пульницинче тĕп тухтăр пулса мĕн виличченех вăй хучĕ. Нумай çынна чиртен сыватрĕ. Аслăрах çултисем ăна халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ. Вăл ялан чирлĕ çынсене шанăçа çухатмалла маррине калатчĕ. Ытах чунра шанчăк çук пулсан уяр каç урама тухăр, тÿпере çăлтăр шырăр, хăшĕ кăмăла каять, çавна суйлăр, вăл сире пулăшĕ тетчĕ.

– Аслă Арапуçĕнче пĕлÿ пухнă чух эсĕ чутах сĕрĕм тивнипе çак тĕнчепе уйрăлман... Пирĕн, ачусен, çуралмалла пулнă ĕнтĕ...

– Пире, 14 ачана, ют ялтан килнĕскерсене, çанталăк сивĕтсен пĕр кулакăн çуртне пурăнма вырнаçтарчĕç. Хамăрах урай çăватпăр, кăмака хутатпăр... Ушкăнпа ĕçлени савăнăç пек туйăнатчĕ. Пĕр тунтикун, уроксем хыççăн, кăмака хутрăмăр та шĕл-кăварĕ сÿнсе пĕтмесĕрех ăшши ан тухса кайтăр тесе юшкана хупса хутăмăр. Çутта сÿнтерсе кам мĕнле пултарнă çапла чĕркенсе выртрăмăр. Юлташсем ыйтнипе эпĕ Н. Аксаковăн “Аленький цветочек” юмахне калама пуçларăм. Алăсем чĕтреме пуçларĕç, сисмесĕрех çывăрса кайнă. Ирхине юр çинче выртнипе вăранса кайрăм. Тÿпере çăлтăрсем выляççĕ. Юнашар юлташсем те йăшăлтатма пуçларĕç. Çав каç шкул директорĕ ачасене тĕрĕслеме тухнă иккен. Алăка уçса пире чĕннĕ. Никам та хурав паман. Вăл ырра мар сиссе пире пурне те юр çине сĕтĕрсе кăларса пăрахнă. Камăн телейĕ пулчĕ-ши; Мĕнле чĕрĕ юлайрăмăр-ши тесе тĕлĕнеттĕмĕр кайран. Тен, манăн паянхи кунсене курмаллах пулнă; Сăмах май, манăн çут çанталăк панă хăват пур. Тен, вăл мана упраса хăварнă;

– Патăрьелĕнчи педтехникум та санăн биографинче сумлă вырăн йышăнать...

– Шăхалĕнче 6-7-мĕш классем пĕтернĕ хыççăн тепĕр 3 çул Патăрьелĕнчи педтехникумра ăс пухрăм. Манпа пĕрле М.Р.Федотов ăсчах-тюрколог та вĕренчĕ. Диплом илсен тепĕр 2 çул унтах рисованипе чистописани вĕрентрĕм. Манăн юратнă вĕренекенсем те пурччĕ – В.А.Минеевăпа Г.П.Рахмуллин (халь унăн хĕрĕ Надежда Смирнова “Хыпар” хаçатра ĕçлекен паллă журналистка). А.С. Пушкин 100 çулне хатĕрленнĕ май унăн “Русалка” поэмине спектакаль туса выляса кăтартрăмăр. Декорацие те хамăрах ÿкертĕмĕр. Тĕп роле – князь – мана шанчĕç. Коридор тулли халăх пулнипе тепĕр кунне те выляма тиврĕ.

– 1939 çулта эсĕ аллуна тăван çĕр-шыва хÿтĕлемелли повестка тытнă...

– Эпĕ Украинăри Коростень хулине лекрĕм. Унта 3 уйăх салтак пулма вĕрентрĕç. 100 яхăн вăтам пĕлÿллĕ салтака Чугуев хулине танкистсен шкулне илсе кайрĕç. 40 çухрăм çуран утса вăрманти пĕр уçланкăри 2 хутлă пысăк çурт умне пырса чарăнтăмăр. Йĕркелесе тăратрĕç те ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕç. “Сирĕн хушăрта ÿнерçĕсем пур-и;” Ÿкерме пĕлетĕп пулсан та сас памарăм. “Сирĕн хушăрта фотографсем пур-и;” Эпĕ алă тăратрăм. Строй умне тухма ыйтрĕç. Кăштахран командир мана хăйпе пĕрле илсе кайса штаба вырнаçтарчĕ, фотоаппаратпа тĕрлĕ химикатсем туянса пачĕ. Кун хыççăн кун иртрĕ, пин тĕрлĕ ĕç пуçланчĕ. Вĕренсе тухнă танкистсенчен 4-мĕш танклă бригада йĕркелерĕç. Манпа пĕрле килнĕ Турхан ял ачи танкист пулса тăчĕ, эпĕ вара танкист пулайманшăн питĕ кулянтăм. Мĕншĕн алла тăратрăм-ши тесе хама хам пĕрре мар ятларăм. 1940 çулта Бессарабие (Молдави) румынсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăмăр.Тирасполь хули çумĕнче пĕр эрне танксемпе тăтăмăр, румын çарĕ хăй ирĕкĕпех çĕр-шывран тухса кайрĕ. Эпир вара Днестр урлă каçса Бендер хулине куçрăмăр. Тепĕр эрнерен Кишиневра çар парачĕ пулчĕ. Пирĕн бригадăна Хĕвеланăç Украинăри Станислав хулине куçарчĕç.

– Килен кун-çулра санпа мĕн пулассине никам та пĕлмест. Пурнăç кĕтменлĕхсемпе пуян, çавăнпа интереслĕ те! Пĕр шутласан, тен, эсĕ фотоаппаратпа ĕçлеме пĕлнипех 95 çула пурăнса çитейрĕн...

– Сăн ÿкерчĕк пĕрремĕш хут Патăрьелĕнче вĕреннĕ чух ÿкерĕнтĕм. Фотоаппарат курсан хамăн та кун евĕрлине тăвас килсе кайрĕ. Петĕр тетене шухăшăма пĕлтертĕм те, вăл мана икĕ линза туянса пачĕ. Консерва банкинчен фотоаппарат ăсталарăм. Затвор вырăнне вазелин банкин хуппипе усă куртăм. Асаттепе асаннене, аттепе аннене, тăвансене, ял-йышăма, тусăмсене чарăнми ÿкертĕм... Эп ун чух 14 çултаччĕ. 80 çул каяллах тунă вун-вун сăн ÿкерчĕк чи пысăк тупрам. Вĕсенче – çемье, ял, тăван çĕр-шыв историйĕ.

– “Вăрçă хыççăн пĕр çул та пулсан пурăнса курасчĕ...” текен каларăшу аса килчĕ...

– Пĕр çул мар, 65 çул та çитрĕ. Татах пурăнасчĕ-ха. Пурнăç вăл нихăçан та тăрантса çитермест. Пирĕншĕн, ветерансемшĕн, Çĕнтерÿ уявĕ пуринчен те хакли. Çапла. 7 çул çийĕмре шинель пулчĕ, аллăмра – карабин, автомат. Вутлă çулăм çави пире çулчĕ юнлă вăрçă тухсан хăямат...

– Шкулта вĕреннĕ чух санпа пĕрле Зоя Космодемьянская çинчен “Пинер сасси” хаçат валли интервью хатĕрлени халĕ те чуна хумхантарать.

– Вăрçăн икĕ тапхăрĕ халĕ те куç умĕнчех. Пĕрремĕшĕ – Мускава хÿтĕлени. Малтан Ленинградски шоссе çинче тăшман тапăнăвне чартăмăр. Ытла та хаяр сивĕ тăратчĕ. Салтаксем пуçĕсене шăнтас мар тесе хĕрарăм тутăрĕсене çыхатчĕç, колхозниксен çăматтисене тăхăнатчĕç. Вара пире пурне те ăшă тумтир пачĕç те Можайски шоссе çине куçарчĕç. Пĕр ялта хамăр салтаксене тĕл пултăмăр. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, тăшман чылай пысăк вăйпа тапăнса килни палăрчĕ. Вара бригада командирĕ Катуков ку яла тăшмансене валли ятарласа ăшăнма хăварчĕ. Унта пирĕн разведчиксем те юлчĕç. Фашистсем пырса тулнине пĕлсенех Катуков мана вăрттăн пакетпа тылри штаба ячĕ. Вăл Головенко поселокĕнче хĕрринчен виççĕмĕш çуртра вырнаçнăччĕ. Пакета штаб начальникне патăм, тăхтама хушсан, урама тухрăм. Çулпа виçĕ хĕр утаççĕ. Çывхарсан пĕри манран: “Товарищ сержант, тылри штаб хăш çуртра вырнаçнă”, – тесе ыйтрĕ. “Ку вăл вăрттăнлăх. Эсир çар çыннисем мар, калама юрамасть”, – тетĕп. Хĕр мана хăюллăн: “Пире Коваленко кирлĕ”, – тет. Эпĕ штаба кĕрсе хĕрсем çинчен пĕлтертĕм. Вĕсенчен пĕри начальник патне кĕчĕ, иккĕшĕ пирĕнпе юлчĕç. Пĕри – Клавдия Александровна Милорадова текенни – вăрçăччен учительница пулнă иккен. Сăмах çине сăмах – калаçу пуçланчĕ. Пĕчĕкреххи пирĕнпе калаçасшăн пулмарĕ. Майор патне кĕни Зоя ятлă. Ку вăл Зоя Космодемьянская иккен. Каярах салтаксемпе каçхи апата хатĕрлентĕмĕр. Хĕрсене апатланма чĕнтĕмĕр. Вĕсем сĕтел çине пĕр буханка шурă çăкăр, пĕр банка çăратнă сĕт кăларса хучĕç. Эпир тин пĕçернĕ çĕр улмипе, сухарипе, типĕтнĕ пулăпа хăналарăмăр. Ирхине пире поселокран тухса кайма ыйтрĕç. Хĕрсем хăйсен çулĕпе утрĕç, эпĕ водительпе машина патне васкарăм. Урам тăрăх кашни 100 метртан пĕрер машина лартса тухнă. Эпĕ, кунашкаллисене курманскер, тĕлĕнсе пăхса утатăп. Вĕсем тавра салтаксем чупкалаççĕ, тĕреклетеççĕ, виттисене сиреççĕ. Унтан пĕрин хыççăн тепри вут кĕллисем тÿпенелле вĕçме пуçларĕç. Фронт леш енче аслати авăтнă пек кĕр! кĕрлесе тăрать. Кайран разведчиксем пĕлтернĕ тăрăх, поселокри тăшмансем пурте çунса вилнĕ иккен. Часах пирĕн танк бригадине Волокаламски шоссе çине куçарчĕç. Эпир Мускав çывăхнех чакса çитрĕмĕр. Раштавăн 4-мĕшĕ, 1941 çул. Лăпкă юр çума пуçларĕ, самантрах йĕри-тавра юр тултарса лартрĕ. Эпир çĕр пÿртсене антăмăр. Ирхине пурне те строя тăратрĕç те Катуков: “Умра – тăшман, хыçра – Мускав, пĕр утăм та чакма юрамасть”, – тесе пĕлтерчĕ. Танксем кĕрлесе кайрĕç, шоссе çине кĕмесĕр вăрман çумĕпе кайса тăшмана хыçалтан тапăнчĕç. Фашистсем хăраса ÿкрĕç, тарма пуçларĕç. Вĕсене 80 çухрăм хăваласа Волокаламск хулине ирĕке кăлартăмăр. Хула варринче 8 партизан вилли çакăнса тăрать. Каçхине канма пĕр поселокра чарăнтăмăр. Пĕр пÿрт мăрйинчен тĕтĕм тухать, унта пырса кĕтĕмĕр. 90 çулхи карчăк кăмака хутнă. Кинемейпе чылай калаçса лартăмăр. “Мана пĕр нимĕçĕ çупса ячĕ те шыв ăсса килме хушрĕ. Эпĕ вĕсене чей вĕретсе ĕçтертĕм. 7-8 салтак кĕписене хывнă та пыйтăсене вĕлерсе лараççĕ. Хăçан тасалатпăр-ши çак чумаран”, – хурланса сăмахларĕ ват çын. Тепĕр кун тăшмана тата 60 çухрăм анăçалла хăваларăмăр. Пире Химки хулине канма кăларчĕç. Волокаламски шоссе çинчи çапăçу пысăк савăнăçпа вĕçленчĕ. Пире Гварди 1-мĕш танк бригади ят, Катукова вара генерал-майор звани пачĕç. Пурне те Мускава хÿтĕленĕшĕн медальпе чысларĕç. Çак çапăçу вăрçă историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ.

Иккĕмĕшĕ – Харьков хулине ирĕке кăларни. Мана кадрсен пайĕнче 179-мĕш танк бригадине куçарчĕç. Çапăçса Украинăри Валуйка хулине çитрĕмĕр. Тăшмана хуларан хăваласа кăлартăмăр, Чугуевкăна каялла илтĕмĕр. Эпир çăмăллăнах Харькова пырса кĕтĕмĕр. Складсенче туллиех хĕç-пăшал, апат-çимĕç, тимĕр кăмакасем, тумтирсем... Ахăр, кунта хĕл каçма хатĕрленнĕ нимĕçсем. Штаб Харьковра юлчĕ, танксем вара Полтава еннелле кайрĕç. Штаб начальникĕ мана çĕмĕрĕлсе юлнă танксене юсама кирлĕ пайсем леçме хушрĕ. Эпĕ юсав ротин начальникĕччĕ. Урамра мана пĕр карчăк чарса тăратса интереслĕ хыпар пĕлтерчĕ. Вĕсен пÿрт тăрринче пĕр нимĕç радиопа калаçать иккен. Штаба кĕрсе начальнике пĕлтертĕм. Вăл мана 3-4 автоматчикпа çав нимĕçе тытса килме хушрĕ. Лешĕ вырăсла аванах пĕлет. Чĕрĕ хăварсан сире те çăлăнма пулăшатăп тет. Рота командирĕ ăна итлесшĕн пулмарĕ, таçта илсе тухса кайрĕ. Эпĕ водительпе кирлĕ юсав пайĕсене машина çине тиерĕм те çула пуçтарăнтăм. Пушă сарая кĕмелле пулчĕ. Пăхатăп та, паçăрхи нимĕçĕн вилли выртать. Ăна политрук персе пăрахнă иккен. Штаба илсе кайма та ăс çитермен. Эпир водительпе Валуйка хулине тухса кайрăмăр. Хушăва пурнăçласа çÿренĕ вăхăтра Чугуев хули патĕнче хамăр салтаксене тĕл пултăмăр. Малалла кайма юрамасть, çула тăшман татнă тесе пĕлтерчĕç. Моторсем кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Тÿпере вун-вун тăшман самолечĕ. Пирĕн машина çинче апат-çимĕç нумайччĕ. Ăна Харьковран чакса тухнă салтаксене çитертĕмĕр. Тепĕр икĕ уйăхран тин Харькова çĕнĕрен ирĕке кăлартăмăр. Хисеп те тумарĕç, медаль та памарĕç. Çавăн чухне политрук кăштах ăслăрах пулнă пулсан, тен, çĕр-çĕр çын пурнăçне упраса хăварма май пулатчĕ. 1944 çулта мана хăй тĕллĕн çÿрекен орудисен экипажне хатĕрлекен 42-мĕш вĕрентÿ полкне куçарчĕç.

– Пирĕн ялтан 500 ытла çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен 251-шĕ çеç чĕрĕ таврăнайнă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 65-мĕш уявне вара 6 çеç - Кошкин В.Е., Раськин В.С., Авинов Н.И., Кириллов И.Ф., Григорьева А.И тата эсĕ – кĕтсе илейрĕр... Хамăр çемьеренех вăрçа 4-ăн тухса кайнă. Санăн шăллу Ванька Украинăна ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă. Аçун вара виççĕмĕш вăрçа хутшăнма тивнĕ. Петĕр тетÿ фронтра медицина тухтăрĕ пулса çĕр-çĕр çынна вилĕмрен çăлнă.

– Пурнăç шав малалла. Ватăлатпăр çав. Хавшанă организăма чир-чĕр те час çулăхать. Юрать пире патшалăх манмасть, укçапа, машинăпа, хваттер парса та хавхалантарсах, хисеплесех тăрать. Ватлăха тивĕçлĕ пурăнса ирттерме май туса панăшăн тавах ăна. Кашни кун чăваш патшалăх гимне юрласа çÿретĕп. Сăмахĕсем мĕне тăраççĕ! Çуратнă çĕр-шыва мухтамаллах!

– Вăрçăрăн таврăнсан тăван шкула пуçламăш классен учителĕ пулса вырнаçнă эсĕ. Сан класна ачисене парас тесе ашшĕ-амăшĕ черет тăнă. 30 çул хушши ял ачисене вулама-çырма, музыкăн тĕрлĕ инструменчĕсемпе калама, ÿкерме, фотоаппаратма усă курма вĕрентнĕ эсĕ. Вĕренекенÿсем чылайăшĕ сана уявсемпе саламласах тăраççĕ, парнесемпе хăнана кĕрсе иртнине аса илсе лараççĕ, хăш-пĕри çар çынни ятне тивĕçрĕç, тĕрлĕ рангри ертÿçĕсем те, тухтăрсем те, вĕрентекенсем те, ăсчахсем те пур, вĕсем тăван çĕр-шыв ятне-сумне хастаррăн ÿстереççĕ... “Отличник народного просвещения”, “Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ çынни” ятсене тивĕçрĕн. Министерствосемпе тĕрлĕ организацисен Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсен, вăрçăра тата хыççăн панă медальсемпе орденсен шучĕ те çук. Çулланине уямасăр хăв та тăван шкул сукмакне такăрлатсах тăратăн. Ачасене сăввусене вуласа паратăн, вăрçăн хăрушă саманчĕсене аса илетĕн. Аппа тăрăшнипе 4 кĕнеке авторĕ пулса тăтăн. Чăваш Республикин Писательсен союзне те илчĕç сана. Нумай пулмасть санăн тепĕр кĕнекÿ “Песни души моей” (чăвашларан вырăсла Раиса Сарпи куçарнă) кун çути курчĕ. Хăвăн 95 çулна тата кĕнеке презентацине ачу-мăнукусемпе, ял халăхĕпе пĕрле клубра паллă турăн. Халĕ те хаçат-журналпа çыхăну тытма пăрахмастăн. Статьясем çырсах тăратăн. Мухтанатпăр эпир санпа, аттеçĕм! Сан пек пулма тăрăшатпăр.

– Ачамсем пурришĕн хамăн та чун савăнать. Хăрăк турат пулманнишĕн çут çанталăка тав тăватăп. Хам алăпа сад пахчи ÿстертĕм. Унта 100 çулхи панулми йывăççи те пур. Ăна аттен аппăшĕ Тарье лартса хăварнă. Кĕркуннесерен кÿршĕсене витри-витрипе сĕтеклĕ те тутлă панулми валеçетĕп. Ир тăрсан хĕвеле пуç таятăп, каç выртсан ун ячĕпе кĕлĕ вулатăп. “Эй, ырă çут çанталăк, канлĕ пурăнма сывлăх пар пире”, – тетĕп. Этемĕн мĕн пур пуласлăхĕ тавралăх тасалăхĕнчен килет. Таса çĕр, таса шыв, таса сывлăш, таса апат-çимĕç пĕтсен нимĕнле çÿлти хăватсем те пире упраса хăвараймĕç.

– Çут çанталăк тенĕрен, эсĕ мана унăн хăватне ĕненме вĕрентрĕн. Тавах сана уншăн. 20 çул ытла ĕнтĕ çут çанталăк пуянлăхне сыхламалли çинчен чуна ыраттарса статьясем çыратăп. Чăвашлăха аталантарас ĕçре тепĕр пысăк ĕç те турăн эсĕ. Вырăс майрине чăвашлатса ачусене унпа пĕрле ура çине тăратрăн. Анне мĕн пиртен уйрăличченех шăкăртаттарса чăвашла калаçатчĕ. Тепĕр чăваш хĕрарăмĕ те ун чухлĕ тăван чĕлхипе илемлĕ те таса калаçаймасть. Сана юратса Владимир облаçĕнчи Липна ялĕнчен çитнĕ вăл Шăхале.

– Вăрçă вăхăтĕнче паллашрăм эпĕ сирĕн аннĕрпе. Пĕр-пĕринпе сăмахланă хыççăн чуна кĕртрĕм. Ман пекех шухăшлать, пурнăç çине тинкерет – çакă тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Пирĕн юрату чăнласах та вутлă-çулăмлă вăрçăра тĕвĕленсе вăй илчĕ. 1945 çулта пĕрлешрĕмĕр. Халĕ акă 15 çул тунсăхласа пурăнатăп савнă мăшăрсăр. Вăл леш тĕнчене кайнăранпа юрату çинчен пĕр сăвă та çырăнмарĕ. Эпĕ аннĕре пĕр сивĕ сăмах та каласа курман, алă çĕклемен, кÿрентермен. Пытармастăп: эпĕ ку тĕнчере ун пек хĕрарăм тата амăш курман.

– Пурнăç шăрçин çыххи пĕчĕк-пĕчĕк ĕнчĕсенчен пухăнать. Эпĕ те 12 кĕнеке, 200 ытла юрă авторĕ пулса тăтăм. Аппам Раиса Сарпи те 30 ытла кĕнекене кун çути парнелерĕ, унăн сăввисемпе çырнă 300 ытла юрă халăхра анлă сарăлчĕ. Аппапа иксĕмĕр тăван халăхăмăра çур пин ытла юрă халалларăмăр. Культурăна аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн иксĕмĕр те сумлă ятсене тивĕçрĕмĕр. Санăн юррусене те чăваш эстрада артисчĕсем хаваспах шăрантараççĕ. Мăнукусем те литературăра, ÿнерлĕхре тивĕçлĕ вырăнта. Галина хĕрÿн хĕрĕ Людмила Николаева – 4, Раиса хĕрÿн ывăлĕ Роман Бородкин – 2, манăн хĕрĕм Ольга Любимова – 2 кĕнекесен авторĕсем, Илемпи Бородкина ÿнер кĕнеки авторĕ. Илемпипе Ольга Тĕнче художникĕсен союзĕн членĕсем. Тăван халăхăмăрăн çутă пуласлăхĕшĕн çемйипех тăрăшатпăр. Хăв та ав “95 çула çитрĕм, тата та пурăнасчĕ-ха” тетĕн. Мĕн сунам сана; Пире савăнтарса 100 çултан та каçмалла пултăр. Эс пуррипе телейлĕ эпир. Пирĕн чĕресен телей çути санăн куçунта хĕвел шевли пек ялкăштăр. Тайма пуç сана вĕрентсе каланă сăмахусемшĕн, çĕр-шыва юрăхлă çын туса ÿстернишĕн.

Альбина ЮРАТУ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика