17 июля 2010 г.
Комсомольскин районĕнчи “Çĕр улмине мухтав” çĕр ĕç фирминче йăлана кĕнĕ “Çĕр улми уйĕн кунĕ” семинар иртнĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Пухăннисене Михаил Игнатьев министр, Комсомольски район пуçлăхĕ Геннадий Волков, “Çĕр улмине мухтав” çĕр ĕç фирмин Директорсен канашĕн ертÿçи Александр Капитонов тата Мускав хăни – ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ Людмила Дорожкина профессор саламланă.
Семинара Чăваш Енсĕр пуçне Чулхула, Владимир, Киров, Ульяновск облаçĕсенчен, Краснодар кра-йĕнчен, Тутар, Удмурт, Мордва, Мари республикисенчен 150 çын ытла килнĕ.