17 июля 2010 г.
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Георгий Исаевăн “Туртăм” сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. “Тĕлĕк”, “Тĕлĕк-2”, “Туртăм”, “Гравитаци” ярăмсене пĕр тема – çут çанталăкпа çын хутшăнăвĕ – пĕрлештерет. Вĕсене пурне те 2010 çулта ÿкернĕ. Хăйне евĕр выставкăн монтажне Виктор Рязанцевпа Денис Степанов тунă.
Сăн ÿкерчĕк ăсти куракана çут çанталăкпа çын тачă çыхăнура пулнине ĕнентерет. Çав çыхăнуран этем пурнăçĕ еплерех пуласси килет-мĕн. Аса илтерни вырăнлă. Георгий Исаевăн пĕлтĕр тата виçĕм çул “А.И. Миттов тата Чăваш Ен – çăкăр-тăварлă тăрăх”, “Раççейри чи лайăх сăн ÿкер-чĕксем” куравсем иртнĕ.