АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Участоксенчи милици инспекторĕсем – пысăк вăй

17 июля 2010 г.

Милицин участокри инспекторĕсем вырăнсенчи преступление уçса парас, халăхпа тачă çыхăну тытас, тĕрлĕрен темăпа профилактика ирттерес, обществăлла йĕркелĕхе тытса тăрас ĕçре пысăк вăй йышăнаççĕ. Пирĕн районта вун тăхăр ял поселенинче милицин вун виçĕ участокри инспекцийĕ. Яваплă ĕçре кăтартуллă ĕçлекен инспекторсем сахал мар. Сăмахран, М. Кудряшов Турханпа Аслă Чемен, З. Камалетдинов Шăнкăртам, А. Каруков Туçа ял поселенийĕсенче кăтартуллă ĕçленине палăртмалла. Йĕрке хуралĕнчи опычĕ вĕсен пĕчĕк мар. Участковăйсем вырăнсенче обществăлла йĕркелĕхе пăхăнас, преступлени тăвассине чакарас тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ, çак тĕллевпе кирлĕ органсене те явăçтараççĕ.

Районта оперативлă лару-тăру, тăнăçлăх, йĕркелĕх чăн малтанах вырăнсенчи участокри уполномоченнăйсем мĕнле хастарлăхпа ĕçленинчен килет. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн вăя хавшатмалла мар.

В. КИРГИЗОВ,

райшалĕçпайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕсен

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика