17 июля 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче кăçалхи çур çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ канашлăва Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин пай пуçлăхĕ Р. Умеров, ра-йон прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Ю. Фуражников, районти ветерансен канашĕн председателĕ, отставкăри милици полковникĕ А. Якимов, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М. Калмыков, подразделени пуçлăхĕсемпе милицин ытти сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
Район милицийĕн пĕр-ремĕш çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетни çакна кăтартса пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче преступлени тăвассипе кĕрешес, халăха йĕркелĕхпе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, право йĕркине пăсакансемпе профилактика йĕркелессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем сахал мар пурнăçланă. Район милицийĕн организациллĕ служба ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп тĕллев – пĕчĕк тата вăтам шайри преступленисене уçса панă чухне ĕç пахалăхне ÿстересси, халăха çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата ытти те.
Милици сотрудникĕсем çак енсене тĕпе хурса ĕçленĕрен хурахла çарату, хăратса укçа ыйтни, вут тĕртни, автомототранспорта вăрлани, суя укçасемпе улталани, хĕç-пăшалпа усă курса тунă преступленисем пулман. Йывăр преступленисене çĕр проценчĕпех уçса пани те лайăх кăтарту.
Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи çур çулта 204 преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 2,5 процент ÿснĕ. Преступленисене уçса парасси вара 95,2 процент, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,8 процент сахалтарах.
Чылай чухнехиллех преступленисен тытăмне пăхсан ют пурлăха вăрлассипе çыхăнни чи пысăкки – 31,8 процент. Ку тĕлĕшпе милици сотрудникĕсен тимлĕхе, сыхăлăха тата ÿстермелле, профилактика ĕçне вăйлатмалла.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăхăнманшăн 287 çынна явап тыттарнă. Вăл шутра хăй пурăнакан вырăнта тирпей-илем йĕркине пăхăнманшăн 107, эрех туса сутнăшăн 17, çемьери харкашушăн 87 çынна протокол çырнă, штраф тÿлеттернĕ. Çур çулта вĕсене 1033680 тенкĕлĕх айăпланă.
Маларах асăннă тапхăрта çул çинчи хăрушсăрлăх йĕрки лайăхланнă темелле. Аварисен шучĕ 20 процент чакнă. Вĕсенче 26 çын аманнă, çиччĕшĕ вилнĕ. Çул çинче автотранспортпа пулнă инкек пирки ултă уголовлă ĕç пуçарнă.
Чылай чухне çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пĕлменрен е пăхăнманран та пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ.
Ырă ĕçпе усал ĕç хушшинче пĕр утăм çеç. Çавăнпа та йĕрке хуралçисен яланах çынсем преступлени çулĕ çине тухасран сыхă тăмалла. Çак тĕллевпе вара хăйсен професси ăсталăхне, ĕçри яваплăхне ÿстерсех пымалла. Ун пек чухне оперативлă служба ĕçĕ те лайăхланĕ.
С. СЕЛИВАНОВ,
райшалĕçпайĕн
штаб начальникĕ.