АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачи те, ăсĕ Те хамăрăнах пултăр

17 июля 2010 г.

Ĕçри тивĕçĕмпе çул çитмен ачасемпе тĕрлĕ лару-тăрура тĕл пулма тивет. Вĕсем хушшинче ашшĕ-амăшĕн, ытти аслă çынсен тимлĕхĕ çитменрен райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасен уйрăмĕнче ятарлă списокра тăракансем те пур. Хальхи вăхăтра та пирĕн патăрта çакнашкал 41 ача шутра. Паллах эпир вĕсене куçран вĕçертместпĕр. Çылăха кĕнĕ ачасен кашни утăмне тенĕ пек йĕрлесе, тĕрĕслесе тăратпăр, пĕрре тунă йăнăшшăн урăх явап тытмалла ан пултăр тесе тăрăшатпăр.

Кирек мĕнле ачана та сак урлă выртнă чухнех тивĕçлĕ воспитани пама пуçламалла. Çамрăк хăвана авма та çăмăлрах темелле. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шăпах çавăн чухнех пепкине кирлĕ пек ăс памасăр тĕрĕс мар çул çине тăма пулăшать. Аслисем эрех-сăра енне туртăнни, тимлĕх, тĕрĕслев вăхăтра пулманни ачана хăй тĕллĕн ирĕклĕ çула суйласа илме май парать. Ун пек чухне вара вĕсем чи çăмăллине – нимĕн тумасăр хырăма тăрантма, çие питĕрме май пуррине суйласа илеççĕ. Ача çемьери лару-тăрăва пула преступлени çулĕ çине тăрать. Ирĕксĕрех чĕрене ыраттаракан ыйту çуралать: кам айăплă; Шел пулин те паянхи куна районта 24 ăнăçсăр çемье шутланать. Çакнашкал ашшĕ-амăшĕн аллинче çул çитмен аллă ачан шăпи, малашлăхĕ, пурнăçĕ. Йывăр çемьесем уйрăмах Аслă Чемен, Сăкăт, Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕсенче йышлă. Пирĕн инспекторсем тăтăшах хамăр патăрта шутра тăракан ачасен килĕсенче, йывăр çемьесенче пулаççĕ, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ. Вĕренÿ тапхăрĕнче вара шкулсенче право ыйтăвĕсемпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Районти çул çитмен ачасен ыйтăвĕпе тимлекен инспекцийĕ райадминистрацин опекăпа попечитель инспекторĕсемпе тачă çыхăнса, ăнланса ĕçлет. Çемьере çул çитмен ачасене сиенлĕ йăла-йĕркепе витĕм кÿрекен ашшĕ-амăшне профилактика тăвас тĕллевпе çийĕнчех хамăр инспекцие шута илетпĕр. Вырăнта вара вĕсене участоксенчи уполномоченнăйсем тимлĕ сăнаса тăраççĕ.

Пирĕн патра шутра тăракан çул çитмен ачасене эпир сăнаса, тĕрĕслесе тăнипе çеç мар, кашнинех пушă вăхăтра ĕçе, спорт мероприятийĕсене хутшăнтарма тăрăшатпăр. Тĕрлĕрен преступлени туса пирĕн инспекторсен аллине çакланнă 41 ачаран 30-шĕ шкулсен çумĕнче йĕркеленĕ ĕçпе кану, хăшĕ-пĕри хулари лагерьсенче пулчĕç. Чылайăшне вара ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ урлă ÿт-пĕве тĕреклетмелли тĕрлĕрен мероприятисене явăçтараççĕ.

Йĕркене пăсакансемпе профилактика ирттерес тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕ операци йĕркелетпĕр. Йăлана кĕнисенчен – “Çул çитмен ача”, “Условник”, “Алкоголь – Табак” тата ыттисем те. Çак тапхăрта ачасене тата ытларах сиенлĕ йăла-йĕрке çинчен ăнлантаратпăр.

Ашшĕ-амăшне ачисене воспитани парас ĕçре хăйĕн тивĕçне пурнăçламаншăн РФ УКăн 156 статйипе айăплаççĕ. Çавăн пек ан пултăр тесен вĕсен ачисен умĕнчи хисепе çухатмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика