21 июля 2010 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен канашлăвне район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынă.
Районта Ял уявĕсем вĕçленнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн иртсе пыракан çулталăк Республика, Хир кунĕсемпе те асра юлĕ.
Шкул ачисем каникулта: хăшĕсем хула çывăхĕсенчи лагерьсенче, теприсем шкул çумĕнчи лагерьсенче, йывăр шăпаллă çемьесемпе сывлăх енчен хавшакраххисем халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта канаççĕ. Çавăн пекех çамрăксене ĕçпе, канупа тивĕçтерессине те йĕркеленĕ.
Вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Патăрьелĕнчи шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе ятарлă комисси йĕркеленĕ.
Юлашки çулсенче пирĕн выпускниксем Мускав, Санкт-Петербург, Хусан тата ытти хуласенчи аслă шкулсене вĕренме кĕресси ÿснĕ. Хальхи вăхăтра шкулпа сыв пуллашнă хĕрсемпе каччăсем вĕрентÿ учрежденийĕсенчен чăтăмсăр хыпар кĕтеççĕ.
Кăçалхи шăрăх çанталăка пула уй-хирте тыр-пул типет, ялсемпе вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Шыва кĕнĕ чухне те тимлĕхе çухатмалла мар.
Канашлура район, поселени бюджечĕсене пурнăçлас, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленес ыйтусене те хускатнă.