АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă сăмах ăшăтать, сивĕ сăмах сивĕтет

21 июля 2010 г.

Ĕç кунĕ пуçланнă пуçланманах пÿлĕме пĕр хĕрарăм кĕчĕ. Хăй тахçантанпах “Авангард” хаçат вулаканĕ пулнине палăртса çапла каларĕ: “Тĕрĕ ăстисене те тупатăр, çăкăр çитĕнтерекенсене те хавхалантаратăр, спортсменсем çинчен те сахал мар çыратăр. Маншăн хаçат чĕлхесĕр çывăх тус шутланать. Ăна вуласан чун уçăлать. Мĕн чухлĕ хыпар пĕлетĕн”.

Çапла, пĕр-пĕр çын ĕçĕ-хĕлне çутатни ĕмĕре юлать. Çÿлерех асăннă хĕрарăм пирки те çырнăччĕ хаçатра. Ун пек ал ĕç ăсти пулас текенсем сахал мар тупăнчĕç. Ĕç вăрттăнлăхне вĕрентме ыйтаççĕ. Анчах пурнăçра пурте çакнашкал ырă чунлă мар. Тепри юмахри ылтăн пулă евĕр пурăнма тăрăшать. Мăшăрĕ е куккăшĕ влаçра ларнă чухне ун пуканĕ çинчи должность хăйне куçнăнах туять. Каярахпа çĕтĕк валашка умне юлнине сисмест те.

Тĕп шухăша хĕрĕме калам та кинĕм илттĕр тенинчен пуçларăм пулас. 2010 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр вĕçленнĕрен пĕтĕмлетÿ тума районти почта уйрăмĕсене çитрĕмĕр. Уйрăм начальникĕсемпе почтальонкăсем çырăнтарăва аван ирттернĕ. Пире ытларах “Авангард” хаçата сарни кăсăклантарать. Ăна кăçалхи пĕрремĕш çур çултан ытларах та çырăнтарнă. Анчах пăшăрхантараканни урăххи пулчĕ. “Малалла” хуçалăх çулленех пĕрлешÿре вăй хуракансене хаçат çырăнтарса парассине тĕпе хурса ĕçлет. Уншăн М. Петров ертÿçе тавах. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ял поселенийĕнче 171 тенкĕ те 78 пус тăраканскере çырăнса илме май тупаймаççĕ. Хушаматран çырса пичĕсене хĕретес килмест, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем килĕсенче район хаçатне çырăнманнисем те пур. Апла пулсан район пуçлăхĕн хушăвĕсене, район бюджечĕн улшăнăвĕсене, ытти çĕнĕлĕхсене сараппанлă радио урлă пĕлеççĕ-ши;

Хаçат вулама çеç мар, тĕрлĕ органа отчет тăратма та кирлĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче, прокуратурăра, ытти çĕрте ĕçлекенсем вăхăтран-вăхăта материал пичетлеттерессишĕн тăрăшаççĕ. Анчах каллех хăшĕсем килĕсенче “Авангард” çырăнмаççĕ.

Шкул коллективĕсенче те пур хаçат “вулама” юратманнисем. Аттестацине кĕме вăхăт çитеспе педагогсем аса илеççĕ çакна. Портфолио хулăнлатасшăн материал пичетлеме ыйтаççĕ. Хаçатне вара кÿршисенчен шыраççĕ.

Пĕтĕмлетÿ тунă май материал ячĕ патне тепĕр хут таврăнасшăн. Ял поселенийĕн пуçлăхĕсем хаçат çырăнайман тени çынсене сивĕтмест-и-ха хăйсенчен; Умра яваплă тапхăр – суйлав тăрать. Ку енĕпе мĕн чухлĕ материал пичетленет. «Авангарда» килĕнче çырăнса илеймен ял халăхĕ унпа поселенинче те паллашма пултарать. Мĕншĕн çакна вырăна хумалла мар. Хаçат çырăнманни вăл ыттисенчен ăслă, пултаруллă пулнине пĕлтермест. Халăхшăн тăрăшакан яваплă çынсен халăх кун-çулне хаçат урлă витĕр пĕлсе тăнине нимĕн те çитмест.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика