21 июля 2010 г.
Çулла сĕм çĕрлеччен урамра ача-пăча сасси янăрать. Хуларан каникул вăхăтне хăнана килнĕ шăпăрлансем те нумай халь. Аслисем вĕт ура кассисем ăçта кайнине, мĕн тунине пăхкаласа тăраççĕ, анчах ялан вĕсемпе юнашар пулма çук-çке. Халь тата техника та нумай, унталла та кунталла тусан çĕклесе хутлаççĕ кăна. Руль умне ларсан чылайăшĕн газ çине ытларах пусас, çил пек çÿрес килет. Ашшĕ-амăшĕн тулта вылякан ачисемшĕн шикленсе çеç тăмалла. Акă, Треньелĕнче йывăр техника валли ял айккипе те çул пур, анчах унпа çÿрекен сахал. Транспорт хуçисене темиçе хут та асăрхаттарнă, итлемеççĕ. Уйрăмах çамрăксем, урамра ачасем пуррине пăхмасăр (хăйсем атте пулайман-тăр) пысăк хăвăртлăхпа Шумахертан кая мар пыраççĕ. Кун пек ÿкерчĕке кашни ялтах курма май пур. Инкекĕ вара пурнăçра пĕрре пулать, çакăн пирки темшĕн манаççĕ.