21 июля 2010 г.
Ытла та чăтма çук шăрăх çанталăк тăрать кăçал. Йывăç-курăка ешерме питех те кансĕр. Çавна май вĕсене хурт-кăпшанкă та тапăнма пăхать. Çулçăллă йывăçсене чир-чĕртен хÿтĕлес тĕллевпе республикăри вăрман хуçалăхĕн Патăрьел участокĕнче юмана, çăкана, хурăна, ăвăса хими препарачĕпе сапаççĕ. Çавна май çак организаци вăрмана кĕме тата йывăçсен турачĕсене милĕклĕх касма юраманни çинчен çирĕппĕн асăрхаттарать.
Çут çанталăка упрас тесен малашне те хуçас марччĕ йывăçсене. Вăрман – çĕр-шыв пуянлăхĕ, çĕр ÿпки, пирĕн сывлăхăн шанчăклă управçи пулнине манас марччĕ.