21 июля 2010 г.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕччен çĕр кунтан та сахалтарах юлчĕ. Хальхи вăхăтра ăна лайăх хатĕрленсе ирттерсе ярас тесе Чăвашстат пысăк хастарлăхпа тăрăшать.
Ĕçе ăнăçлă йĕркелес тĕллевпе республика территорине участоксем çине пайланă. Мĕн пурĕ 200 çырав, 799 инструктор, 3195 шутлав тата 627 стационарла участоксем туса хунă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятире ĕçлеме 5570 çынна явăçтармалла. Ку вăл çырав тапхăрне ирттерме пулăшакан пысăк вăй. Халăх çыравĕччен вĕсем пурте ятарлă вĕрентÿ занятийĕсенче пулĕç.
Вырăнсенче хатĕрленÿ ĕçĕн тепĕр тапхăрĕ – пулас инструкторсем, стационарлă тата çырав участокĕсем валли пÿлĕм суйласа илесси вĕçленсе пырать. Вĕсене пурне те хуралçăсем сыхламалла, сĕтел-пукан, телефон пулмалла, хăшĕсене вара транспортпа та тивĕçтермелле.
Çак кунсенче Чăвашстата персонал валли портфельсемпе удостоверенисем, Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ çырав хучĕн бланкисем çитрĕç. Вĕсем тĕрлĕ формăллă-мĕн: Л – Раççейре яланлăх тĕпленнисем валли, В – Çĕр-шыв территорийĕнче вăхăтлăх пурăнакансемшĕн, П – çурт-йĕр пирки кăтарту пухмалли.
Хальхи вăхăтра чылай çынна пĕр ыйту шухăшлаттарать: кăçалхи çыравпа 2002 çулхи çыравăн пĕрпеклĕхĕсем пур-и; Пĕрешкел ыйтусемсĕр пуçне улшăнусем те пур. Мăшăрлă пурнăç пирки ыйтнă чухне “официаллă уйрăлнă” тата “уйрăлнă” текен ăнлавсем пур. Аслă пĕлÿ илни çинчен калакан йĕркере ăслăлăх степеньне, бакалавр тата магистр дипломне палăртакан ыйтусене кĕртнĕ. Тăван чĕлхе пирки те ыйтни пур. Кунсăр пуçне хĕрарăмсенчен пĕрремĕш ачан çуралнă кунне ыйтĕç. Çĕр-шывра илтмен тата чĕлхесĕр ачасем йышланса пынине кура “мĕнле чĕлхе пĕлетĕп” текен пайра алла вылятса калаçакан чĕлхене пĕлнине те каламалла.
Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне хускатнă чухне пуçласа телекоммуникаци çăмăллăхĕпе усă курнипе, санитарипе гигиена условийĕсем пуррипе кăсăкланĕç.
Çыравçă сирĕнпе 15 минута яхăн калаçĕ, ыйтусем парĕ. Вăл нимĕнле документсемсĕрех çыравăн тĕрлĕ формăллă лисчĕсене тултарĕ. Хуравсене хăрамасăр, шанчăклă, тĕрĕс памалла. Ан манăр: сиртен ыйтса çырнисем хамăрăн малашлăх пурнăçа лайăхлатма пулăшмалли никĕс çеç пулать. Çавăнпа та Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнасси кашни гражданинăн обществăлла тивĕçĕ шутланать.
Октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче сирĕн киле “Федеральная служба государственной статистики” текен портфельпе, ятарлă удостоверенипе, тумпа пычĕ пулсан, ăна хаваспах йышăнăр. Енчен те çак условине хирĕçлекенсем тупăнсан, вĕсем хăйсен хуравĕсене стационарлă участока кайса пама пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашстата хăйсене кăсăклантаракан çырав ыйтăвĕпе 52-04-53 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.
Е. ПЕТРОВА,
Чăвашстат уйрăмĕн
начальникĕ.