21 июля 2010 г.
Вăрман – çыннăн тахçанхи тата шанчăклă тусĕ, вăл çимĕçне хĕрхенмест. Пире çурт-йĕр çавăрма йывăç, сĕтел-пукан тума хăма, пÿрте ăшăтма вутă парать. Хут, шăрпăк, эмел, çĕршер ытти питех те кирлĕ тата усăллă япала тума пулать вăрман пуянлăхĕнчен. Илемĕ мĕне тăрать унăн. Çут çанталăкри сывлăша тасатать. Çавăнпа та кашни йывăçа, вăрманти кашни чечеке тата курăка чăн малтанах вут-çулăмран упрамалла пирĕн.
Ытларах чухне вăрмана тимсĕр те ÿрĕк-сÿрĕк, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнман çын пыни пушар сăлтавĕ пулса тăрать.
Вăрмана пырсан çакна асра тытмалла: лăсăллă çамрăк йывăçсен çумĕнче, торфлă вырăнсенче, вăрман каснă тата туратсем хатĕрленĕ çĕрте, йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртме юрамасть.
Пушар вăрманшăн тăшман пулнине асра тытмалла.
(Хамăр корр).