21 июля 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов палăртнă тăрăх – утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра ял хуçалăх культурисен 35,6 проценчĕ (156,4 пин гектар), çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 45,4 проценчĕ (115,6 пин гектар) шăрăхпа пĕтнĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерстви федерацин интервенци фондĕнчен 55 пин тонна тырă илесшĕн. Унсăр пуçне Краснодар крайĕпе, Ростов облаçĕпе, Çĕпĕрти регионсемпе калаçу-килĕшÿ пырать.
ЧР экономика аталанă-вĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ Любовь Петрова утă-çурла уйăхĕсенче пахча çимĕç хакланасси çинчен пĕлтернĕ.
Çавăн пекех кĕр аки та çывхарать. Вăрлăх ыйтăвĕ те тĕпре пулмалла.
ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ертÿçи Виталий Петьков уçă вырăнта шăрпăк пачах та чĕртме юраманни çинчен аса илтернĕ.