21 июля 2010 г.
Авал халăхра питĕ йывăр чирлĕ çын çывăхĕнче пысăк чан çапсан, ун сасси ăна хăвăрт сывалма пулăшать тенĕ. Çак сăмахсем тĕрĕс пулнине наука та çирĕплетет иккен. Ученăйсем çакна тĕпчесе пĕлнĕ, чан çапсан пулакан спираль евĕрлĕ ункăн-ункăн саланакан сасă тĕрлĕ чир-чĕр микробĕсене пĕтерет. Сасăн хăйне евĕрлĕ хăватлă юхăмне лекни микробсен клеткин структурине сиплесе аркатать-мĕн.
Çак сăлтава пулах ĕлĕк тĕрлĕ йывăр чирсен эпидемийĕсем хаяррăн, хăвăрт сарăлнă чухне те чиркÿллĕ ялсенче, чиркÿ çывăхĕнче пурăнакансем сып-сывă, чирлемесĕрех юлнине çирĕплетекен тĕслĕхсем сахал мар.
Унсăр пуçне чиркÿ чанĕн сасси çÿлерех илсе панă сăлтавсене пулах çыннăн шухăш-кăмăлне, психикине йĕркелеме пулăшать. Ахальтен мар чиркÿ кĕллине хутшăннă çынсем (уйрăмах ватăрах, аслăрах çулхисем) хăйсене çак служба хыççăн çăмăлрах туяççĕ.