21 июля 2010 г.
Çак уйăхра çимĕç йывăççисене пăхсах еплерех тухăç пулассине пĕлме пулать. Йышлă çимĕç паракан йывăçсене тĕревсемпе çирĕплетмелле. Çанталăк еплерех пулнине кура йывăçсене шăварасси çинчен те манмалла мар. Ир пулакан улмуççисене июль вĕçнелле кашни тăваткал метр пуçне 5-6 витре шыв памалла. Енчен те улмуççи айĕ çеремлĕ пулсан ăна час-часах шăвармалла, мĕншĕн тесен курăк тăпрари нÿрĕке самаях туртать.
Май пулсан унти курăка вăл 15-20 сантиметр ÿссен çулса улмуççи айне сарса хумалла.
Июлĕн иккĕмĕш çурринче çимĕç йывăççисене тислĕк шĕвекĕпе (1-15 пайпа) шăвармалла, минераллă удобренисемпе апатлантармалла. Пĕр витре шыв пуçне 20 грамм мочевина, 20 грамм суперфосфат, 15 грамм кали удобренийĕ хушмалла.
Вăйлă çимĕç паракан йывăçсене хăйне евĕрлĕ “пулăшу памалла”: вĕтĕ çимĕçсене иртмелле. Çапла майпа çимĕçсен йышĕ сахалланать, вĕсем хăвăртрах, лайăхрах пулса çитеççĕ.
Уйрăмах йышлă çимĕçлĕ çамрăк йывăçсене çакнашкал “пулăшу” кирлĕ. Мĕншĕн тесен çимĕç питĕ нумай пулни йывăçа вăйсăрлатать, вăл хĕллехи сивĕсене тÿсейми пулать.
Çак ĕçе тунă чух чи малтанах вĕтĕ, вăйсăр, хурт-таврашĕ сиенленĕ çимĕçсене иртмелле.
Чие çырли те пиçет. Çак культурăна кайăксем сиен кÿме пултараççĕ. Вĕсене хăратмашкăн йывăç турачĕсенчен пăралуксем çирĕплетме, вĕсем çине çутă фольга (шоколад чĕркенисем те каяççĕ), кăвак хут татăкĕсем çакса яни пулăшать. Çавăн пекех йывăç çине пулă тытмалли сетка уртса яни те çырласене упраса хăварма май парать.