АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрчĕпе акнине пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарасчĕ

24 июля 2010 г.

Районти пур хуçалăхра та пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртме тытăннă. Çанталăк услови-йĕсене пула вырмана кăçал иртерех те тухрĕç. Шел пулин те, çумăр çуманнипе, тухăç пĕрре те савăнтармасть.

– Анасене пăхсассăн тухăç аванах пулмалла пек, анчах шăрăх çанталăк тырă пĕрчисене тулма, сарăлма памарĕ. Урпа гектартан – 16, тулă 8 центнер тухать. Шăтса тухнине пăхсан 40 центнертан кая пулмалла марччĕ. Комбайнсем урпа уйĕнче ĕçлетчĕç, тулă выртма пăхнипе унта куçартăмăр, – пĕлтерет “Батыревский” хупă акционерлă пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Г. Ляллина уй-хирпе паллаштарнă май. Патăрьелсен кăçал пĕрчĕллĕ культура 433 гектарта пуçтарса кĕртмелле. Вăл шутран тулă – 290, урпа – 83, кĕрхи тулă 60 гектар йышăнаççĕ. Çуркунне веçех элита тата суперэлита вăрлăхсемпе акнă. Минераллă удобрени, çум курăкран гербицид сапнă. Анасем тап-таса. Йĕтем çине те çавăнпа çÿп-çаплă тырă пымасть.

“Батыревский” хуçалăхра ĕçе пĕлсе йĕркелеме тăрăшни сисĕнет. Хальхи вăхăтра кунта хирте тăватă комбайн ĕçлет. Вĕсем пурте хăватлă, çĕнĕ, шăрăх çанталăкра кондиционерпа усă курма май пур. Комбайнерсем те опытлă. Г. Арланов Г. Ялуковпа, В. Капитонов В. Плешковпа, Н. Викторов Владимир ывăлĕпе, В. Краснов В. Антоновпа ирхи 7 сехетрен пуçласа çурçĕр иртсе 3 сехетченех “уй-хир карапĕн” штурвалĕ умĕнче. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ.

– Эпĕ Шупашкарта, “Монус” фирмăра тăрăшатăп. Вырмана хутшăнас тесе ятарласа отпуск илтĕм. Мĕн ачаран аттепе пĕрле те, урăххисемпе те комбайнпа çÿренĕ. “ДОН-1500Б” “карап” рулĕ умĕнче те пиллĕкмĕш çул вăй хуратăп. Чун туртать хире, – тет В. Викторов.

Бункера тулнă тырра Н. Журавлев, Г. Жидков, В. Ялуков, П. Козлов, А. Ресметов водительсем йĕтем çине турттараççĕ. Улăма та çийĕнчех тюклаççĕ, тÿрех фермăна леçеççĕ. Ĕне-выльăх шучĕ кунта йышлăран ăна çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ.

Ÿсен-тăрантан пушаннă уйсене А. Раськинпа П. Гаврилов механизаторсем дискласа пыраççĕ.

Патăрьелсем тырра йĕтем çинче нумай вырттармаççĕ, çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртеççĕ. Кунта 36 çын вăй хурать, икĕ смена йĕркеленĕ. Ĕç ирхи 7 сехетре пуçласа çурçĕр иртсен, комбайнсем çапма пăрахсан тин чарăнать. Бригадăна Н. Шикирова ертсе пырать. Тырă сортлакан агрегатсене вырмачченех юсаса хунă, вĕсем шакăлтатса пĕр кăлтăксăр ĕçлеççĕ.

– Ытти çулсенче йĕтем çинче 70 ытла çын тăрăшатчĕ, тухăç пĕчĕккипе кăçал сахалтарах. Вăй хуракансем хушшинче çамрăксем нумай, тÿр пилĕкленсе çÿрекенсем çук, – тет Г. Ляллина.

Çулпа çул пĕр килмест, анчах çуркунне акса е лартса хăварнине, тухăç мĕнле тухнине пăхмасăрах пуçтарса кĕртесси пирĕн тивĕç пулнине манас марччĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика