24 июля 2010 г.
Çулсем иртнĕçемĕн çынсен чунĕсем чурăсланаççĕ-ши е çавăн пекех çуралаççĕ-ши; Тĕк тăракан, илем кÿрекен, усă паракан япаласене ним мар çапса çĕмĕрме, касса пăрахма, юрăхсăра кăларма пултараççĕ. Акă, Сител кÿлли çывăхĕнче канма саксем, ларса çиме сĕтел пурччĕ. Ашшĕ-амăшне ачисемпе, пĕчĕк ушкăнсене час-часах кунта курма май пулнă. Анчах çакăнти сĕтел такама пи-и-итĕ чăрмантарнă, пăчăкă илсе килсех каснă.
Вăйĕсене ниçта хурайманнисем Патăрьелĕнче те пурăнаççĕ. Райпо “Пучах” лавккана Республика кунĕ тĕлне тĕпрен юсаттарчĕ. Унччен сăнсăр ларнăскер тăррине, чÿречисене пластикран тунисемпе улăштарсан, стенисене çĕнетсен хитреленсех кайрĕ. Уяв çитичченех чÿречен пĕр кĕленчине çапса çĕмĕрчĕç. Çак киревсĕр ĕçсене тăвакансем хăйсене “герой” тесе шутлаççĕ-ши;