АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчене пулăшусăр хăвармĕç

24 июля 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Нина Суслонова, ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, финанс министрĕ Николай Смирнов, ыттисем хутшăннă.

Ял хуçалăх предприятийĕсене йывăрлăхран кăларассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Тăкак сахалрах пултăр тесе йĕркелÿ тата укçа-тенкĕ мелĕсемпе еплерех усă курмаллине тишкернĕ.

Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин çут çанталăк кÿнĕ тăкака саплаштарма федераци субъекчĕсене 2010 çулта çĕр-шыв бюджетĕнчен кредит уйăрас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлама хушнă.

Николай Федоров пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтăва татса панă чухне чи малтан 2010 çулхи тыр-пула страхланă ял хуçалăх предприятийĕсене хÿтте илĕç. Республикăн патшалăх пулăшăвне илме сăлтав çителĕклех: культурăсем акнă лаптăкăн 60: страхланă (Раççейре – 30).

Президент финанс министрне Николай Смирнова бюджета улшăнусем кĕртмеллине, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене 150-300 млн. тенкĕ парса пулăшма хатĕр пулмаллине каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика