24 июля 2010 г.
Чемпĕр облаçĕнчи Павловка посело-кĕнче наци культурин регионсем хушшинчи ХII фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енрен Каншелĕнчи В. Верликов ертсе пыракан “Çăлкуç” фольклор ансамблĕ хутшăннă. Репертуарта – чăвашсен йăхран-йăха куçса пыракан юрри-ташши, йăли-йĕрки.
Ансамбль “Узоры веков”, “Чувашские жемчужины”, “Родники России”, “Завалинка” фестивальсен лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.
Уява Раççейĕн 15 регионĕнчен хутшăннă. Юрă-ташă ăстисем урампа хăйсен пултарулăхне кăтартса утнă, вăйă картине тăнă. “Наци кил карти” ал ĕç хатĕрĕсен, тумсен курав-ярмарки уяв сĕмне татах та ÿстернĕ.
Павловка Ульяновск хулинчен 200 километрта вырнаçнă. 1997 çулта кунта район 70 çул тултарнă май уяв ирттернĕ. Унтанпа фольклор фестивалĕ йăлана кĕрсе кайнă.
Патăрьелсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕп сцена çинче те тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех пĕр пысăк ялти Культура çуртĕнче юрласа ташланă чухне куракансем те артистсем хушшине тăнă. Кĕвĕ-çемĕ чылайччен янăранă унта.
“Çăлкуç” ансамбль фестивальтен дипломпа таврăннă.
А. ИВАНОВА.